Аургазă хыпарçи
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
15 Декабрӗн 2020, 15:25

Парнене - район хаçачĕ

Ырă ĕç тăвакансем „Аургазă хыпарçи” район хаçатне 2021 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхне çырăнса пама пуçланă.

Шланлă ялĕнче пурăнакан Висса­рион Игнатьев уйрăм предпринима­тель кама-тăр пулăшу кирлĕ пулсан нихăçан та тимсĕр юлмасть. Пирĕн ву­лакан çак çыннăн ырă ĕçĕсем çинчен район хаçачĕн страницисенчен пĕлет. Вăл хаçат редакцийĕ пĕлтернĕ „Ырă çырăнтару” ыркăмăллăх акцине малтисенчен пĕри пулса хутшăнчĕ.
Шланлăри предприниматель вырăнти шкула, ватă çынсене тата нумай ачаллă çемьене хаçат илсе тăма çырăнса панă.
Юлия Сергеевна Федорова – парнене район хаçачĕ илнĕ пĕччен пурăнакан пенсионерсенчен пĕри. Вăл 82 çулта. Лайăх курать, хаçат- журнал вулама юратать.
- Мăшăрпа çур ĕмĕр ытла пурăнтăмăр. Юратнă район хаçатне çырăнса илмен çул пулман. Хыпар­сене тата ăçтан пĕлĕн-ха? Вăл вилсе кайрĕ, çырăнса илме те хĕнрех пул­са тăчĕ. Пенси пĕрре кăна. Икĕ çул хаçатсăр пурăнатăп ĕнтĕ. Халĕ акă епле савăнăç... Виссариона тавтапуç. Вăл ялшăн нумай ĕç тăвать. Турă ăна сывлăх патăр, - тет ватă çын.
Ялти почта уйрăмĕн начальникĕн Ирина Басырован сăмахĕ тăрăх, пандемине пула çырăнтару кăçал, иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, йывăртарах пырать. Çырăнма пу­рин те мар укçа-тенкĕ çителĕклĕ. Анчах план кăтартăвне çывхарас шанăçа çухатмасть. Вунăкунлăхсем, халĕ вара ыркăмăллăх акцийĕ те пулăшаççĕ.
- Виссарион Григорьевича ырă чĕришĕн тав тăватпăр. Вăл ялйыша хаçат çырăнса пачĕ кăна мар, тăван районти событисене пĕлсе тăма та май пачĕ. Манăн аттепе анне вырăнти хаçатсăр пурăнаймаççĕ. Вĕсем ăна хĕрĕх çул ытла çырăнса илеççĕ, - тет Ирина Николаевна.
Читайте нас: