Пур хыпар та
Çырăнтару
7 Октябрӗн 2020, 12:30

Декада вăхăтĕнче çырăн!

Октябрĕн 1-11-мĕшĕсенче льготăллă тарифпа пĕтĕм Российăри кĕркуннехи çырăнтару иртет.

Россия Почти издательство çурчĕсемпе пĕрле 1500 хаçата тата журнала скидка парĕ.
Çак 10 кун хушшинче район хаçачĕн хакĕ те кемет. Ăна 864,42 тенкĕпе çырăнма пулать. Ултă уйăха çырăнасси Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемшĕн, I тата II группăри инвалидсемшĕн – 788,76 тенкĕ. (Льготăсăр хакĕ – 985,32 тенкĕ).
Мĕнпур почта уйрăмĕнче тата podpiska.pochta.ru
сайтра çырăнма пулать.
“Аургазă хыпарçин” хисеплĕ подписчикĕсем! Район хаçатне илсе тăма çырăнăр та пирĕн призсен вылявне хутшăнăр.
Читайте нас: