Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
30 Майӑн 2020, 14:00

„Аургазă хыпарçине” скидкăпа çырăнăр.

Июнĕн 1-10-мĕшĕсенче – Пĕтĕм Российăри çырăнтару вунăкунлăхĕ.

Хисеплĕ подписчиксем! Сирĕн каллех район хаçатне çăмăллăхлă хакпа çырăнмалли май пулса тăчĕ. Эсир ăна июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен хăвăрăн почтальонăрсем урлă е почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче ултă уйăха 901,62 тенкĕпе (унчченхи хак – 953,82 тенкĕ) çырăнма пултаратăр. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемшĕн тата I, II ушкăнри инвалидсемшĕн – 815,22 тенкĕ. Хаçат çырăннă чух перекетлесен, калча туянма та укçа юлĕ. Халĕ ял çыннисенчен нумайăшĕ са­дра тата пахчара ĕçлет. Анчах та çурхи çак ĕçсене тунă май хамăра „информаци” апачĕпе те тивĕçтермелли çинчен ан манăр.
„Аургазă хыпарçин” хисеплĕ подписчикĕсем тата вулаканĕсем! Вунăкунлăх майĕсемпе усăланăр! Çырăнăр, районти событисене пĕлсе тăрăр!
Читайте нас: