Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
29 Апрелӗн 2020, 20:00

Хаçат парнелĕр!

Хаçат редакцине Толбазă ялĕнчи Эрик Фаткуллин пенсионер ыйтса килчĕ.

- Тĕнчере лайăх çын нумай. ПР Курултайĕн депутачĕ Денис Назаров тунă ĕç çавна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Аслă Çĕнтерĕве 75 çул пулнă ятпа вăл Си­бай хулинчи Аслă Отечественнăй вăрçăн 75 ветеранне тата тыл ĕçченне, вĕсен вырăнти „Атайсал” хаçатне çырăнса пар­са, парне тунă. Çак çын питĕ пархатарлă ĕç тунă, пире, пенсионерсене, телей валли нумай кирлĕ мар вĕт. Эпир ача­сем юнашар, пурте ырă-сывă пулнине юрататпăр, ал айĕнче вара - тăван ен пурнăçĕ çинчен информацин шанчăклă çăлкуçĕ. Хаçат вулатăн та – тăвансемпе, туссемпе тата кÿршĕсемпе мĕн сÿтсе яв­малли пур. Пирĕн Аургазăри фронтовик­сене тата тыл ĕçченĕсене кам та пулин çавăн пек парне тусанччĕ!
Хисеплĕ вулакансем, пирĕн телейлĕ пуласлăхшăн кĕрешнисем ыйтни тĕлĕшпе сÿрĕк кăмăллă ан пулăр! Вĕсем валли çăмăллăхлă хакпа „Аургазă хыпарçи” çырăнса парăр. Вĕсем сире тав тăвĕç.
Читайте нас: