Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
24 Кӑрлач 2020, 17:45

Призсене кам выляса илчĕ?

Редакци хаçат çырăнса илекенсем хушшинче тĕп призсем вылятрĕ.

Иртнĕ çулта, çырăнтару кампанийĕ пынă вăхăтра, редакци вулакансем хуш­шинче тĕрлĕрен конкурссем ирттерчĕ. Вĕсене район хаçатне çырăннисем тата квитанцине тăратнисем хутшăнма пултарчĕç. Редакци „Аургазă хыпарçине” кăçалхи пĕрремĕш çурçуллăхра илсе тăма çырăннă 400 çын хушшинче ян­варьте тĕп призсем вылятрĕ. Кивĕ Ибрай ялĕнчи Анвар Мавлютов тата Кебеç ялĕнчи Нурсиля Саттарова комод вы­ляса илчĕç, Бишкаин ялĕнчи Елизавета Сергеева - хуçланакан кухня сĕтелĕ, Толбазă ялĕнчи Дамира Каримова - пĕр михĕ сахăр.
Унсăр пуçне, редакци тÿрех çулталăка çырăннисем хушшинче уйрăм призсем вылятрĕ.
38 подписчик хушшинче чи ăнăçлисем Толбазă ялĕнчи Тамара Бикбаева (па­роварка выляса илчĕ) тата Замера Ху­саинова (автомобильте усăланмалли ăшăтакан плед) пулчĕç. Дубровка ялĕнчи Светлана Гаврилова пăспа ĕçлекен электричество щетки, Александровка ялĕнчи Матрена Артемьева çăматă вы­ляса илчĕç.
Рафина Насретдинова (Толбазă ялĕ), Кадргулов Сафуан (Ишлĕ ялĕ), Ляйсан Галимова (Мурадăм ялĕ) лăплантаракан парнесем – чечек вăрлăхĕ - илчĕç.
Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр!
Читайте нас: