Аургазă хыпарçи
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
1 Ноябрӗн 2019, 18:16

Часах выляв!

Çырăнтару кампанийĕ пуçланчĕ, çакă вара редакци, йăлана кĕнĕ тăрăх, призсем вылятассине пĕлтерет.

Выляв икĕ тапхăрпа иртĕ. Ноябрь уйăхĕнче „Парне – кашни эрнере” вылятăпăр. 2020 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхне çырăнтару кампанийĕ вĕçленсен (декабрь вĕçĕ – январь пуçламăшĕ) тĕп призсен вылявĕ иртĕ. Вĕсем мĕнле призсем пулнине – район хаçачĕн малалли номерĕсенче пĕлтерĕпĕр.
Хисеплĕ вулакансем! „Аургазă хыпарçине” илсе тăма çырăнăр та абонемент копине редакцине е aurgazi_vest_ [email protected] электронлă адреспа (т. 2-01-67) ярса парăр.
„Эпĕ „Аургазă хыпарçине çырăнтăм” флеш-моб, хаçатпа тунă тата чи нумай хаклав (лайк) пухнă фотоÿкерчĕкшĕн призсем парса, «ВКонтакте» соцсетьри „Аургазинский вестник” ушкăнра иртĕ. Пирĕнпе юлăр!
Читайте нас: