Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
18 Октябрӗн 2019, 14:53

Льготăпа çырăнăр та призсем выляса илĕр!

Октябрĕн 20-мĕшĕнче район хаçатне льготăллă çырăнтару вĕçленет.

Çак кунсенче „Аургазă хыпарçине” 2020 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче илсе тăма 10 процентлă скидкăпа çырăнма пулать. Енчен те ахаль кунсенче çурçуллăхăн çырăнтару хакĕ 953,82 тенкĕ пулсан, вунăкунлăх вăхăтĕнче – 858 тенкĕ.
Хисеплĕ вулакансем, эпир сире валли умĕнхи çулсенчи пекех конкурссем хатĕрлерĕмĕр, вĕсен çĕнтерÿçисем призсем илĕç!
2020 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче е çулталăк тăршшĕпе илсе тăма çырăннисем хушшинче ноябрь уйăхĕнче эпир призсем вылятăпăр. „Парне – кашни эрнере” акцие хутшăнма çырăнтару квитанцийĕн копине редакцине (Толбазă ялĕ, Первомайская урамĕ, 10) ярса парăр. Эсир савăт-сапа пуххисен, электричество чейникĕн тата хуçалăхра усăллă ытти призсен хуçисем пулса тăма пултаратăр.
Çырăнтару кампанийĕн результачĕсемпе эпир декабрь вĕçĕнче тĕп выляв çĕнтерÿçисене палăртăпăр тата вĕсене суперпризсем парăпăр.
Пирĕнпе юлăр!
Читайте нас: