„Призсем валли миллион” марафон – вăл „Республика Башкортостан” Издательство çурчĕн пурне те килĕшекен конкурсĕн иккĕмĕш тапхăрĕ. Эпир, умĕнхи çулсенчи пекех, пирĕн хаçата 2020 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче илсе тăма çырăннă подписчиксем хушшинче кашни эрнере призсем вылятăпăр. Çырăнтару квитанцийĕсен копийĕсене редакци адресĕпе (Толбазă ялĕ, Первомайская урамĕ, 10) е
[email protected] mail.ru электронлă почтăпа ярса парăр. Эсир савăт-сапа пуххисен, электричество чейникĕн, çатма тата хуçалăхра усăллă ытти призсен хуçисем пулса тăма пултаратăр. Çырăнтару кампанийĕн результачĕсемпе декабрь вĕçĕнче тĕп выляв çĕнтерÿçисене палăртăпăр, вĕсене суперпризсем (пĕр михĕ сахăр, пĕр михĕ çăнăх тата ыт.) парăпăр.