Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
27 Июлӗн 2019, 12:30

Эпир каллех сирĕнпе!

„Аургазă хыпарçи” хаçат 2019 çулхи иккĕмĕш çурçуллăхăн çырăнтару кампанийĕн тĕп призĕсене вылятрĕ.

Хисеплĕ туссем! 2019 çулхи иккĕмĕш çурçуллăха çырăнтару кампанийĕ вĕçленчĕ. Эпир çак çурçуллăхра 3,5 пин подписчик „Аургазинский вестникпа”, „Авыргазы хэбэрчесепе” тата „Аургазă хыпарçипе” пĕрле юлнишĕн хавас. Пĕр уйăх тăршшĕне эпир сире валли „Парне – кашни эрнере” акци вылятрăмăр. Халĕ тĕп выляв саманчĕ çитрĕ. „Аургазă хыпарçи” редакцине вылява пурĕ 520 çырăнтару квитанцийĕ килчĕ.
Толбазă ялĕнче пурăнакан Зифа Акбашева (20 литрлă вазон выляса илчĕ), Кăрманай ялĕнчи Мидехат Абдрахманов (сĕтел тата пукансенчен тăракан туризм пуххи), Шланлă ялĕнчи Алена Тимофеева (шампурсем, мангал, гриль-решетке) призсен телейлĕ хуçисем пулса тăчĕç. Пирĕн çĕнтерÿçĕсем хăйсен пурнăçне хаçатсăр куç умне ÿкерме те пултараймаççĕ. Район хаçатне чăтайми кĕтеççĕ.
- Калинккерен тухса почта ещĕкĕнчен çĕнĕ хаçат-журнал илесси маншăн яланах кăмăллă ĕç. Пурнăç тăршшĕпе район хаçачĕпе пĕрле, - тет çыхăну узелĕн унчченхи техникĕ Зифа Хамзиевна.
- Хаçат тухнă кун эпир почтăна чăтайми кĕтетпĕр. Хаçатпа пĕрле çĕнĕ хыпарсем те килеççĕ вĕт. Призпа питĕ кăмăллă. Пирĕншĕн, ял çыннисемшĕн, кирлĕ япала, - килĕшет унпа Кăрманай çынни, „Урожай” СПК унчченхи ветеринари фельдшерĕ Мидехат Мусатович.
- Пĕтĕм çемьепе пулла кайма хатĕрленнĕччĕ – акă, кирлĕ приз выляса илтĕмĕр. Хуняçа шăратса çыпăçтарса пысăк мангал турĕ, анчах ăна хамăрпа çÿретсе пулмасть – йывăр, - йăл кулать Алена Ивановна парикмахер.
„Аургазă хыпарçи” хаçат редакцийĕ выляса илнĕ подписчиксене саламлать, призсем вылятас çак питĕ лайăх йăлана малалла тăсать. Вĕсем пирĕн вулакансене районти прессăпа нумай çулхи туслăх çинчен аса илтерсе тăччăр.

Альфира КАРИМОВА.

Читайте нас: