Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
2 Июлӗн 2019, 16:36

Çырăнса илĕр те вулăр!

Пушкăртстанра 2020 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхне срокчен малтан çырăнтару кампанийĕ пуçланчĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен районти почта уйрăмĕсенче пуринче те тата podpiska.pochta.ru сайтра срокчен малтан çырăнтармалли кампани пуçланнă. „Аургазă хыпарçи” хаçата 2020 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче илсе тăма кăçалхи иккĕмĕш çурçуллăхăн хакĕпе – 896,64 тенкĕ – çырăнма пулать. Срокчен малтан çырăнтару августăн 20-мĕшĕччен пырĕ.

2019 çулăн иккĕмĕш çурçуллăхĕнче район хаçатне илсе тăма çырăнса ĕлкĕрейменнисен çавна тума май пур. Тĕп çырăнтарăва июлĕн 13-мĕшĕччен тăснă.


Июлĕн 5-мĕшĕнче 9.00 сехетрен 12.00 сехетчен Толбазăри почтамтра (Первомайская урамĕ, 12) „Пылак подписка” акци иртет. Çак кунхине район хаçатне 2019 çулăн иккĕмĕш çурçуллăхĕнче илсе тăма çырăнакансем пылак приз илĕç.
Читайте нас: