Пур хыпар та
Çырăнтару
23 Майӑн 2019, 16:59

Çырăнăр тата вылява хутшăнăр!

Пирĕн хисеплĕ подписчиксем! „Аургазă хыпарçи” район хаçачĕн редакцийĕ подписчиксем хушшинче тĕп парнесем вылятĕ.

Вĕсем – туристсен хуçланакан сĕтелĕ тата икĕ пуканĕ. Пикникра, пулă тытнă, çемьепе каннă чухне питĕ кирлĕ япаласем. Пысăк мар виçеллĕ, çăмăл хуçланаççĕ, вĕсемпе усăланма питĕ кăмăллă.
Иккĕмĕш парне – çаплах çутçанталăкра канма кирлĕ япаласем – мангал (Ашари металлурги заводĕнче туса кăларнă), гриль-решетка тата ултă шампур.
Виççĕмĕш парне сирĕн çурт, картиш е сад илемĕ валли – 20 литрлă „Лозанна” вазон. Уйрăмах çакăнса ÿсекен, явăнчăк ÿсентăрансем тата чечексем унта илемлĕ курăнĕç.
Эпир сире валли усăллă тата кирлĕ призсем суйласа илтĕмĕр.
Тĕп парнесен вылявĕ июнь вĕçĕнче е июль пуçламăшĕнче, çырăнтару кампанийĕ вĕçленнĕ хыççăн, иртет.
Астутаратпăр, июнĕн 15-мĕшĕччен „Парне – кашни эрнере” акци иртет, унта кашни эрнере виçĕ приз вылянать.

Çырăнтару кампанийĕ вĕçлениччен уйăх ытларах вăхăт юлчĕ.
Район хаçатне çырăнăр, квитанци копине реклама пайне (т. 2-01-67) илсе килĕр е пирĕн [email protected] электронлă адреспа ярса парăр.
Вылява хутшăнăр тата выляса илĕр.
„АХ” редакцийĕ.
Читайте нас: