Аургазă хыпарçи
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çырăнтару
16 Майӑн 2019, 16:27

Çăмăллăхлă вунăкунлăх пуçланчĕ

Вăл майăн 16-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен пырĕ.

Çак вунă кунра 2019 çулхи иккĕмĕш çурçуллăхра хаçат-журнал илсе тăма çырăннă чухне подписчиксене çăмăллăхсем параççĕ. ”Аургазă хыпарçин” хакне 10% кемĕтнĕ. „Аургазă хыпарçине” 2019 çулхи иккĕмĕш çурçуллăхра илсе тăма çырăнмалли хакĕ 896 тенкĕ те 64 пус вырăнне 806 тенкĕ те 94 пус пулĕ. Вăрçă ветеранĕсемшĕн, I тата II ушкăнри инвалидсемшĕн – 736 тенкĕ те 26 пус.
Çаплах майăн 13-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 15-мĕшĕччен район хаçачĕ „Парне - кашни эрнере” акци ирттерет. Çырăнтару квитанцийĕн копине редакцин пĕрремĕш хутĕнчи реклама пайне (т. 2-01-67) илсе килĕр е ярса парăр (электронлă почтăпа та юрать), вĕсем вылява хутшăнĕç.
Пĕрремĕш квитанцисем килме пуçларĕç те ĕнтĕ. Çак эрнере парнесем выляса илнĕ вулакансен хушамачĕсене çитес номерта пĕлтерĕпĕр. Призсем хушшинче – йăлари пурнăçра кирлĕ тата усăллă япаласем.
„Аургазă хыпарçине” çырăнса илĕр, перекетлĕр, выляса илĕр тата вулăр!
Хаçат редакцийĕ.
Читайте нас: