Пур хыпар та
Çырăнтару
14 Майӑн 2019, 10:17

Район хаçатне çырăнмалли вăхăт çитрĕ!

Пирĕн хисеплĕ подписчиксем! Сирĕн „Аургазă хыпарçине” льготăллă хакпа çырăнмалли тата çавăн чухне ăнăçăва тĕрĕслесе пăхмалли май пур.

Майăн 16-мĕшĕнчен 26-мĕшĕччен 2019 çулăн II çурçуллăхне çырăнмалли вунăкунлăх иртет. Хаксене кемĕтĕç (çакăн çинчен çитес номерте пĕлтерĕпĕр).
Çаплах район хаçачĕ майăн 13-мĕшĕнчен июнĕн 15-мĕшĕччен „Парне – кашни эрнере” акци ирттерет. Çырăнтару квитанцийĕн копине пирĕн пата ярса парăр, вĕсем вылява хутшăнĕç. Кашни эрнере виçĕ приз вылятĕç. Вĕсем шутĕнче термос, салат савăчĕсен тата ытти савăт-сапа пуххисем, вазăсем, чей пĕçермелли чейниксем, шампурсен пуххи тата ытти.
Çырăнăр тата выляса илĕр! Выляса илнĕ приз вара сире хаçатпа туслă пулни çинчен яланах астутарса тăрĕ.
„Аургазă хыпарçин” тĕп призĕсен вылявĕ июнь вĕçĕнче иртĕ. Ун çинчен каярахпа пĕлтерĕпĕр.
Читайте нас: