Иван тата Анастасия Голосовсен хуçалăхĕнче, вĕсем нумай та пулмасть хуларан яла пурăнма куçнă, ĕни пăруланă. Анчах сĕт паракан выльăх яланхилле пĕр е икĕ пăру мар, тÿрех виççĕ пăруласа панă.
- Эпир питĕ тĕлĕнтĕмĕр, виçĕ пăру пуласса тĕлленмен те. Икĕ тына пăру малтан çуралчĕç, виççĕмĕшĕ, вăкăр, кайран. Юлашки кăшт имшертерех пулнăран пÿрте илсе кĕтĕмĕр. Ачасене (çемьере виçĕ ача) питĕ интереслĕ пулчĕ, вĕсем ун патĕнчен каймаççĕ, - каласа парать Анастасия.