Аургазă хыпарçи
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
10 Октябрӗн 2020, 16:10

Купăста

Купăста йÿçĕтмелли 10 вăрттăнлăх

Авал Римри тухтăрсем тĕрлĕ чиртен сипленме купăстаран эмелсем хатĕрленĕ. Ĕлĕкхи сиплев кĕнекисенче «купăстана вĕтетсе çăмарта шуррипе хутăштармалла, пĕçертнĕ вырăна хумалла, суран хăвăртрах ÿт илет» тесе вĕрентнĕ.
Паян та медицина ĕçченĕсем купăстана суран çине хума сĕнеççĕ. Унра C, P, E, К, В1, В2, В6, Р витаминсем, фоли йÿçекĕ пур. Тĕп витамин - аскорбин йÿçекĕ (С витамин) - чĕрĕ купăстара та, йÿçĕтнинче те лайăх упранать. Купăста - минерал тăварĕсен çăлкуçĕ, унра калипе фосфор уйрăмах нумай, кальци, тимĕр, марганец, натри, магни тăварĕсем пур. Кали организмран шĕвеке кăларма пулăшать, чĕре ĕçне лайăхлатать, мышцăсене çирĕплетет.
Купăста йÿçĕтмелли 10 вăрттăнлăх
Купăстана кашни килтех йÿçĕтеççĕ. Анчах вăл пурин те тутлă пулмасть. Ăна хатĕрлемелли хăшпĕр вăрттăнлăхсем:
1. Йÿçĕтме шурă, çирĕп, вăтам тата кая юлса пулакан сортсене кăна илĕр.
2. Йывăç каткара е эмаль савăтра йÿçĕтсен кăна купăста тутлă пулать.
3. Çиелти симĕс çулçисене иртĕр, шалти тунине те касса пăрахăр, мĕншĕн тесен вăл купăстана йÿçĕ тутă кĕртет.
4. Купăстана вĕттĕн турамалла, кишĕре çаврашкан касма е шултра теркăпа хырма юрать. Кишĕр мĕн чухлĕ ытларах, купăста çавăн чухлĕ хитререх.
5. Йÿçĕтме шултра, йодсăр тăвар илмелле. Чи кирли - тăвар ытлашши пулмалла мар.
6. Савăт тĕпне купăста çулçипе чĕркенĕ хура çăкăр татăкĕсем хумалла. Çăкăр тутлă, ырă шăршăллă пулмалла.
7. Купăстана антоновка панулми лайăх тутă кĕртет. Çавăн пекех купăстана кĕтмел е шур çырли хушма юрать.
8. Купăстана тăварпа сăтăрмалла мар - унсăрăн вăл шăтăртатми пулать. Кишĕрпе, тăварпа хутăштарнă купăстана 10 сантиметр хулăнăш сармалла та сĕткен тухиччен алăпа е йывăç тукмакпа пусăрăнтармалла.
Малтанхи сĕткенĕ (йÿççи) юхса пĕттĕр тесе купăстана купаласа тултармалла, йывăç ывăспа хупласа йывăр япалапа пусăрăнтармалла.
9. Малтанхи 2-3 кун йÿçтĕр тесе купăстана 18-20 градус çĕрте лартмалла. Тутипе шăрши лайăх пултăр тесе ăна тĕл-тĕл йывăç патакпа тирсе шăтармалла, çиелти кăпăкне пухса илмелле.
10. Вунă килограмм купăста тăварлама 100-150 грамм тăвар, 1-шер килограмм кишĕрпе панулми, 200-250 грамм кĕтмел е шур çырли кирлĕ.
Читайте нас: