Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
27 Апрелӗн 2020, 13:40

Меселпуç ялне 280 çул

Иван Ефимов таврапĕлÿçĕ Меселпуç ялĕн историйĕпе паллаштарать.

Меселпуç ялĕ вырăнĕнче ĕлĕк-авал сĕм вăрман кашласа ларнă. Ялсовет территорийĕнче чул ĕмĕрĕ вăхăтĕнче ма­монтсем, çăмламас носорогсем, бизонсем, хир лашисен кĕтĕвĕсем çÿренĕ. Çакна кунта тупнă вĕсен шăммисем çирĕплетсе параççĕ. Тата Меселпуç ялĕ варринче, икĕ çырма пĕрлешнĕ вырăнта, 1978 çулта тупнă вутчултан тунă сăнă вĕçĕ кунта чи авалхи (первобытный) çынсем тăнине (16 пин çул каярах) кăтартса парать.Тимĕр ĕмĕрĕ вăхăтĕнче (пирĕн эрăччен II-VI-мĕш ĕмĕрсенче) кунта куçса çÿрекен сарматсем пурăннă. Вĕсем скифсемпе, саксемпе, массагетсемпе пĕр шайрах аталанса пынă. Меселька çырмин пĕр юппи пуçланнă вырăнта, Ярук варĕнче, вĕсен тимĕр шăратмалли кăмакисен ишĕлчĕкĕсене паян та курма пулать. Ка­ран Йăлка варĕ пуçланнă çĕрте сарматсен улăп тăприсем (кургансем) те пур. Вĕсем çинче икĕ Тăрачул пулнă. Пĕр Тăрачулпа чÿк чулĕ (жертвенник), кинжалсем, хĕçĕсем, пуртăсем, шăратнă тимĕрсем, шлак, алăпа тунă кирпĕчсем халĕ те му­зейра упранаççĕ.
Пĕрремĕш хут Меселька çырмин ячĕ Уфари документсен архивĕнче 1729 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнчи 389 №лĕ ĕçĕн 57 тата 58 №лĕ опиçĕсенче Нагай çулĕ çинчи Меркитмин вулăсĕнчи пушкăртсем çырса хăварнинче сыхланса юлнă. «…башкирец Юкат Беккулов и родственник Юлай Абла­ев договорились, что у них общая вотчи­на между Буляк Кодий да Тюгуряк Илан, по-русски Степца да от Беляк Козий, от вершины, что выпала от Мэсэли, по боль­шую дорогу. На Карамале-реке ему, Алаю, мельницу сделать и пашни пахать, сено косить, то есть жить вместе на одной вот­чине, не обманывать. И к этой земле баш­кирец Юкат тачму свою приложил №57, Алай №58. Талмачия Григорий Сокуров.»
Меселпуç ялĕ ларнă вырăна ĕлĕк пушкăртсем «меселэ» тенĕ. Вăл начар, шурлăхлă, иртсе çÿремелле мар вырăн тени пулать. Çапла вара çырма ячĕ те, каярахпа ял ячĕ те çак сăмахран пуçланса кайнă.
Меселька çырми хăйĕн шывне тăхăр пĕчĕк юпписенчен пуçтарать: Савкани, Вирьял, Йĕмпĕççи, Йÿçĕлĕх, Çуткÿл çырми (Ярук çырми), Маньел çырми, Сивçăл, Мас­сул, Каран Йăлка. Вĕсемсĕр пуçне, Савка­ни çырмине Дадан çырмипе Хыркас çырми юхса кĕреççĕ, Вирьял çырмине - Картун варĕпе Чулкас çырмисем, Çуткÿл çырмине - Вăрăхурах варĕпе (Матвеевка çырми) Çăлпуç, Массула вара - Тăрнашурипе Ма­кар çырми.
Меселпуç ялĕ пуçланса кайни çинчен темиçе верси пур.
«Аургазинский район: Годы и судьбы «Новый стиль». Уфа-2005» кĕнекен 58-мĕш страницинче «с. Месели основано чу­вашами-новокрещенами в 1760 г.» тенĕ. Анчах та 125-мĕш страницăра «Итоги переписи ясачных татар 1747 г. по Нагай­ской дороге Уфимского уезда и провинции (неполные сведения)» çапла вулатпăр: «Нижняя Месейля, что на р. Месейля 46 мужчин (основание РГАДА. Ф.350, оп.2, Д.3792, лл.46об-49об.»), малалла «Верх­няя Месейля, что на р. Месейля 40 мужчин (основание там же, лл.50об-53.).» тенĕ. Эппин, 1747 çулхи çырава кĕнĕ пулсан, Меселпуç ялне маларах пуçарса янă.
В.Д.Дмитриев профессор хăйĕн «О расселении чувашей в Приуралье в 40-е годы XVIII в.» кĕнекинче çапла çырса кăтартать:
«1740 çул Шупашкар уесĕнчи Çĕпрелпе Энтри ялĕсенчен 12 çынран тăракан чăваш ушкăнĕ Уфа хулинчен тухса Мурадăм ялне пырса çитнĕ. Анчах та мурадăмсем «Эпир хамăрăн ытлашши çĕрсене сутса пĕтертĕмĕр»,- тенĕ. Вĕсем чăвашсене Тияпаткан ялĕнче пурăнакан пушкăртсем патне кайма хушнă. Унта пĕр ватă хĕр Елксана хăйĕн пай çĕрне сутма килĕшнĕ. Вĕсем виçĕ пĕртăван пулнă. Елк­сана пиччĕшĕ патĕнче пурăннă. Тетĕшĕпе вăл чăвашсене малтан Макар патĕнчи çĕрĕсене кăтартнă, кайран вара 10 кун тăршшĕне Меселька тăрăхĕнчи çĕрсене кăтартса çÿренĕ. Чăвашсем çĕршĕн укçа тÿленĕ тата парнелесе ăйăр панă, ан­чах купчи туман, Оренбурга кайма аякра тенĕ. Çавăнпа чăвашсен патшалăха пĕр ят пуçне 8 тенкĕ ясак тÿлемелле пулнă, кÿршисем вара налогне 18 пус тÿленĕ. Çак çулах 18 çемье Меселька çырми хĕрне куçса ларнă. Пĕрисем хальхи Кĕçĕн Аксак­ку (Подлесное) ялĕ çывăхĕнче (ăна Анат Месели тенĕ), теприсем хальхи Меселпуç ялĕ вырăнĕнче (ăна Тури Месели тенĕ) вырнаçнă».
Ытти версисене пăхса тухмасăрах Меселпуç ялĕ 1740 çулта пуçланса кайнă теме пулать. (Тата 1767-мĕш çулта пуçланса кайнă текен верси те пур).
1792 çулта пушкăртсем Анат Месе­ли çĕрĕсене титуллă советника Тимофей Аксаков улпута 550 тенке сутса янă. Вăл чăвашсене хăваласа ярса, хăйĕн крепостла хресченĕсене куçарса килнĕ, Пестровкăпа Подлесное ялĕсене йĕркелесе янă. Анат Месели чăвашĕсем вара ирĕксĕрех çĕнĕ çĕрсенче çĕнĕ ялсем пуçарса янă: Васи­льевка, Мелеуз, Таштамак, 74 кил-çурт Кивĕ Маньел ялне (хальхи Талалаевка вырăнне), теприсем Тури Меселпуç, Бишкаин, Яман­сас, Чăваш Хурамалĕ, Çÿлти Усăллă ялĕсене куçнă. Тури Меселпуçĕнче пурăнакансем те купчи çырман пулнă. Çавăнпа вĕсене 1832 çулта хысна хресченĕсен шутне кĕртнĕ. Вĕсем кашни арçын пуçне 8-шар тенкĕ на­лог тÿленĕ.
Оренбургри хысна палатин архивĕнчи документсем тăрăх (138-мĕш фонд, 1-мĕш опись, 53-мĕш архив) 1782 çулхи ревизи тăрăх Анат Меселпуçĕнче 284 арçын тата 249 хĕрарăм пурăннă, 1795 çулхи ревизи тăрăх – 268 арçын тата 240 хĕрарăм, 1858 çулхи ревизи тăрăх - 352 арçын тата 355 хĕрарăм (пурĕ 707 çын). Паянхи кун тĕлне Меселпуç ялĕнче пурăнакансен хисепĕ, «дачниксене» шутласан та, 500 çынна та çитмест.
Читайте нас: