Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
27 Августӑн 2019, 18:53

Пулăшакансене - тав

Меселпуç ялĕнчи ача сачĕн верандин тăррине тума пулăшакансене тав тăваççĕ.

Çуллахи кунсенчен пĕринче паллă мар çынсем Меселпуç ялĕнчи ача сачĕн территорийĕнче иртĕхнĕ, ачасем валли тунă верандăн хăмисене хăйпăтса илнĕ.
Çакна ял çыннисем пулăшнипе тÿрлетсе пĕтернĕ çеç – вăйлă çил-тăвăл килсе веранда тăррине сÿсе илнĕ.
Каллех юсав ĕçĕсем пуçланнă. Кунта А. Никитин, П. Никитин, А. Трифонов, В. Григорьев, А.Федоров, О.Александров тăрăшса ĕçленĕ. В. Афанасьев хăмапа, В.Ефимов пăрăссемпе пулăшнă. Веранда тăррине витме профнастил туянма районти вĕрентÿ пайĕ укçа-тенкĕ уйăрса панă.
Ялсовет пуçлăхĕ Андрей Иванов тата Меселпуç шкулĕн директорĕ Николай Иванов пулăшакансене пурне те тав тăваççĕ.
Читайте нас: