Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
1 Августӑн 2019, 18:21

Пурнăçне ачасене панă

Чăваш Хурамал ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранне тата нумай ачаллă амăшне – 99 çул

Степанида Яковлева темĕн те тÿснĕ: вăрçă та, выçлăх та, çухату та. 99 çул хушши йывăр тĕрĕслевсем хыççăн та пурнăçа юратнипе палăрса тăрать. Вăл чунĕпе çамрăк, ÿсĕм вара – цифра çеç.
- Эпĕ 1919 çулта Наумкин ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă, - каласа парать Степанида Павловна. – Манăн атте вăрçăран аманса таврăнчĕ, çемьере эпир виçĕ ачаччĕ. Выçă 1921 çула эпир тÿссе ирттертĕмĕр, мĕншĕн тесен пысăк хуçалăх тытнă, выльăх пуснă, какай çинĕ. Эпир вăл вăхăтра выçăпа аптăраман.
Йывăр вăхăт пулнă.
- Ача чухне хирте çум çумланине астăватăп, - малалла калать пенсионер, - эпĕ урапапа хам утă турттараттăм... Эпир, виçĕ ача, аннене пахчара пулăшаттăмăр. Ун чухне атте çукчĕ ĕнтĕ.
Унăн çемйи Эмçе ялне пурăнма куçнă. Вĕренме Наумкинти çичĕ çул вĕренмелли шкула çÿренĕ. Çумăр çунă чухне, юр çунă чухне те çуран – çапла пĕлÿ илесшĕн тăрăшнă. Çавăн чухне вăл, ачасене пĕлÿ парас тесе, учителе вĕренме шут тытнă. 1937 çулта Белебейри педучилищине вĕренме кĕнĕ, ăна виçĕ çултан пĕтернĕ.
Степанида Павловна Треппелти вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă, часах хĕр чухнехи Яковлева хушаматне Елисеевапа улăштарнă – Чăваш Хурамалĕнчи матема¬тика тата физика учительне качча тухнă, ун патне пурăнма куçнă. Упăшкине вăл питĕ юратнă. Аса илсе макăрать:
- Вăл 1984 çулта вилчĕ. Сочине кайрĕ, унта унăн чĕре ĕçĕ пăсăлнă. Таврăнаймарĕ. Унта тухса кайиччен эпир унпа мĕнле сывпуллашнине астăватăп. Яланлăха пулса тухрĕ. Ноябрь уйăхĕнче пылчăклăччĕ. Андрей атă тăхăнчĕ, эпĕ ăна ăсатма тухрăм. Ял вĕçĕнче пĕренесем выртатчĕç, эпир унта кăшт лартăмăр, вăл аттине хывса ботинка тăхăнчĕ те чугун çул станцине çуран кайрĕ. Вăл кăшт утсан сасартăк çаврăнса ял çине, унтан ман çине пăхса илчĕ... Эпĕ ăна юлашки хут куртăм...


Упăшкипе пĕрле вĕсем тăватă ача пăхса ÿстернĕ. Халĕ, çулсем иртсен, унăн 10 мăнукĕ, 13 кĕçĕн мăнукĕ пур – çемйи пысăк. Хĕрĕ, Альбина, каласа парать:
- Эпир хамăр тĕллĕн ÿсрĕмĕр. Анне хăйĕн ĕçне нумай вăй тата вăхăт паратчĕ, эпир ăна хуçалăхра пулăшма тăрăшаттăмăр. Пирĕн анне лайăх çын, ĕçчен.


Пирĕн тĕп сăнарăн ĕç стажĕ – 38 çул.
- Вăрçă вăхăтĕнче йывăр пулчĕ, - тет Степанида Павловна. – Шкулта ĕçлеме те, ял тăрăх çип пухса çÿреме, унтан фронта ярса пама нуски, алсиш çыхма та тÿр килетчĕ.


Вăл ĕçне пĕтĕм вăхăтне пама тăрăшнă, унăн вĕренекенĕсем – халĕ хăйсем те пенсионерсем – вăл вĕсене юратни, чăннипе те вĕсемшĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнче пулни çинчен аса илеççĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕн çурчĕн чÿречисем шкул еннелле пăхаççĕ, вăл ачасем шкула чупнине тата килне таврăннине кашни кун курать. Çакă ăна хăй те çавăн пек ĕçе çÿренĕ вăхăтсене аса илтерет. Учительсем унчченхисем пулмаççĕ вĕт.

Ксения СКВОРЦОВА.

Читайте нас: