Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
30 Июлӗн 2019, 13:48

Ырăлăх тата ыркăмăллăх ĕçĕ

Бишкаин ялĕнче тăвакан Николай Чудотворец святой архиерей чиркĕвĕн мĕнпур çичĕ куполне тата сакăр чанне вырнаçтарса лартрĕç.

Çак савăнăçлă кун чиркĕве чĕрĕ чечексемпе илемлетрĕç, турра ĕненекен çын питĕ нумай пухăнчĕ. Уфа тата Стерлитамак митрополичĕ Никон, Салават тата Кумертау хулисен владыки Николай килсе çитрĕç. Пушкăртстан митрополийĕн пуçлăхĕ Никон куполсене тата чансене кĕлтуса тасатрĕ. Вăл чиркĕве çÿрекенсене кашни çын ырăлăх тата ыркăмăллăх ĕçĕсене çывăх çынсене юратса тата хĕрхенсе тума тивĕçли çинчен ÿкĕт сăмахĕ каларĕ.
Чансем ятлă. Самара хулинче пурăнакан пирĕн ентеш-меценат тата чиркĕве тăвакан Сергей Герасимов тĕп чан валли укçа уйăрса панă. Иккĕмĕш чанне Архип пачăшкăн Мускав хулинчи мăнукĕн Евгений Куропатковăн укçи шучĕпе шăратса тунă. Виççĕмĕш чаншăн Гафури районĕнчи Курорт ялĕнче пурăнакан Евгений Егоров укçа панă. Ытти пилĕк чанне Бишкаин ялĕнче тата, уйрăмах палăртса хăварас килет, Куезбаш, Ивановка, Чăваш Хурамал ялĕсенче, Салават, Стерлитамак, Оренбург хулисенче пурăнакан çынсем панă укçапа туяннă. Параканăн тупри ан çÿхелтĕр. Вĕсем пурте Бишкаин ялĕнче çуралнă çынсем. Чансене вырнаçтарса лартма тата ĕнерме Уфа хулинчи чан çапакан Сергий атте пулăшрĕ. Вăл шкулта вĕренекен Дмитрий Трофимова чан çапас ăсталăха вунă кун тăршшĕне вĕрентрĕ. Халĕ пирĕн хамăрăн чан çапакан пур.
Чиркÿ тунă чухне хăйĕн автокранĕпе Виктор Евстафьев тата унăн ывăлĕсем питĕ пысăк тата кирлĕ ĕç турĕç. Геннадий Петров ертсе пыракан строительсен бригади чиркĕве никĕсĕнчен пуçласа чансем çакмалли вырăн таран хăпартрĕ.
Сергей Герасимов тата Самара хулинчи чиркÿ настоятелĕ Александр атте тăрăшнипе тата Турă пулăшнипе июлĕн 17-мĕшĕнче Никольски чиркĕвне Италинчи Бари хулинчен Святой Николай Чудотворецăн çĕрмен ÿтне илсе килнĕ. Чиркÿре кĕлĕ çурçĕрччен пычĕ. Салават, Стерлитамак хулисенчен, Толбазăран, Меселпуçĕнчен, Куезбашран, Чăваш Хурамалĕнчен, Красноусольскинчен тата нумай ытти ялтан килсе çитнĕ 300 ытла çын çĕрмен ÿте чуптурĕ. Николай Чудотворецăн çĕрмен ÿтне илсе килсен Мускавра тата Санкт-Петербургра мĕн пулса иртнине лайăх астăватпăр, унта темиçе километра тăсăлакан черетсемччĕ. Паллах, пирĕн патра са-халрах, анчах пурпĕрех çын нумайччĕ. Пирĕн чиркĕве уçиччен Святой Николайăн вилмен ÿчĕ Салават хулинчи Успени чиркĕвĕнче упранĕ. Туса пĕтернĕ тата кĕлтуса тасатнă хыççăн ăна пирĕн Никольски чиркĕвне яланлăха парĕç.

А. ИВАНОВ, приххут çынни.


Читайте нас: