Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
12 Июлӗн 2019, 14:18

Аш-какай ĕçлесе хатĕрлекен цех уçнă

Аургазă районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче „Башмирпродторг” СПОК аш-какай ĕçлесе хатĕрлекен цех уçнă.

Чăваш Хурамал ялĕнче „Башмирпродторг” ялхуçалăх потребитель кооперативĕ мăйракаллă шултра выльăх, сысна тата кайăк-кĕшĕк ашне ĕçлесе хатĕрлес енĕпе цех уçнă. Проекта Пушкăртстан Республикин Ял хуçалăх министерстви пулăшнипе реализациленĕ.
Цех уçас церемонине ПР Ял хуçалăх министерствин представителĕсем Р. З. Ахмедшин, Ф.Х. Абизов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Т.М. Сафин, „Аургазăри информаципе координаци центрĕ” МБУ директорĕ Р.Е. Исангулова тата кооператив членĕсем хутшăннă.
Кооператив председателĕн, Андриян Николаевăн, сăмахĕпе, пĕр сменăра 300 кг таран продукци хатĕрлесе кăларма пулать. Цех аш-какай деликатесĕсене ÿсентăран тата аш-какай ылмашăвĕсемпе, сойăпа, крахмалпа усăланмасăр чăн-чăн ашран кăна туса кăларĕ. Кунта 10 ытла тĕслĕ аш-какай изделийĕ туса кăларма шутлаççĕ.
Аургазăри информаципе координаци центрĕ.
Читайте нас: