1987 çулта, Салаватри медицина училищин акушер уйрăмне пĕтернĕ хыççăн, вăл Ишимбай районĕнчи тĕп больницăра хĕрарăмсен консультацийĕнче акушерка пулса ĕçлеме пуçланă. Пĕр çултан, çемьери лару-тăрăва пула, Толбазăри районăн тĕп больницин ача çураттаракан уйрăмне тин çуралнă ачасен палатин медицина сестри пулса ĕçлеме куçнă.
1993 çултан вара, акă ĕнтĕ çирĕм ултă çул, хăйĕн тăван ялĕнче ФАП заведующийĕ пулса ĕçлет. Пĕтĕмĕшле стажĕ – вăтăр икĕ çул. Уфара çĕнĕрен вĕренсе тухнă, ăна „Сиплев ĕçĕ” специальноçпа чи пысăк квалификаци категорийĕ панă.
Профессине суйласа илесси çинчен вăл пĕр иккĕленÿсĕр çапла калать:
- Профессине ăнланса суйласа илтĕм, шкулта аслă классенче вĕреннĕ чухнех кам пулассине палăртса хутăм. Медицина яланах кирлĕ. Училищĕне экзаменсемсĕр, çитĕнни çинчен аттестатсен конкурсĕн никĕсĕнче вĕренме кĕтĕм. Çынсене пулăшасси – пархатарлă ĕç. Хамăн ĕçе çавăншăн юрататăп та.
Ялти фельдшер – медицинăри хăйне евĕрлĕ чаплă çын. Вăл мĕнпур енĕпе пĕлÿллĕ пулмалла. Виççĕмĕш теçетке çул ĕçлесе, заведующи ялти кашни çыннăн тенĕ пек сывлăхĕ мĕнле пулнине пĕлсе тăрать.
- Тивĕçтерÿ радиусĕ сакăр километр, - паллаштарать Ольга Юрьевна цифрăсемпе тата хăйĕн ĕçĕпе. – Вĕсем Юламан, Никольск, Культура тата Алексеевка ялĕсем, вĕсенче 520 çын пурăнать. Тивĕçтерÿ участокĕнче пĕр шкул, унта 49 ача вĕренет, тата 25 ача шăнăçмалăх ача сачĕ пур. Куллен амбулатори йышăнăвĕ ирттеретĕп, чирлисене тивĕçтеретĕп, врачсем çырса панине пурнăçлатăп. Йывăрлă хĕрарăмсене тата çулталăкченхи ачасене асăрхаса тăрасси тата патронаж - ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăраççĕ. Территоринче вăтамран кашни çул 6-8 ача çуралать. Диспансерти чирлисен учетне илсе пыратăп, вĕсем районти тĕп больница специалисчĕсем патне каяссине тивĕçтеретĕп, врачсен сĕнĕвĕсем тăрăх асăрхаттару мероприятийĕсем пурнăçлатăп...
Унччен ялсем тăрăх вăл çуран е велосипедпа çÿренĕ. Юлашки 7-8 çулта хăйĕн „Шевроле Нива” автомашинипе çÿрет. Водитель прави илме экзаменсем пама тивнĕ. Ялсенчи пĕр чирлĕ çын патне кайса унта ăна тата темиçе кинемипе мучи кĕтсе тăни тăтăшах пулать. Фельдшер хăçан килесси çинчен пĕр-пĕринчен пĕлеççĕ. Паллах, пурне те тĕрĕслет, юн пусăмне виçет, сĕнÿсем, эмелсем çырса парать. Хăшпĕр чухне çынсен унпа калаçас çеç килет. Уйрăмах ватă тата пĕччен çынсене тимлĕх тата хутшăну кирлĕ.
Ял çыннисем Ольга Юрьевна опытлă, тимлĕ, ырă сунăмлă, пулăшма хатĕр специалист пулнине пĕлеççĕ. Вăл кашни валли кирлĕ сăмахсем тупма пĕлет. Унăн ырă йăл куллинчен, ачаш сăмахĕнчен чир çухалать тейĕн.
Кожевниковсен туслă, çирĕп çемье. Унта пĕр-пĕрне ăнланни хуçаланать. Упăшки, Валерий Владимирович, арăмĕн ĕçĕ канăçсăр пулнине пĕлет, ăна ăнланать, яланах пулăшать. Хĕрĕсем, Анна тата Елена, тахçанах çитĕннĕ ĕнтĕ, иккĕшĕ те çемьеллĕ. Пилĕк мăнукĕ савăнтарать.