Аургазă хыпарçи
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
27 Июнӗн 2019, 12:19

Чулсем мĕнле вăрттăнлăх упраççĕ?

Бишкаинти ту хăвăлĕ (Бишкайын-Таш) ялтан çурçĕр-хĕвелтухăç еннелле пĕр километрта вырнаçнă.

Вăл хăй вăхăтĕнче республикăри 68 №лĕ сыхлăх çутçанталăк палăкĕ пулнă. Ту хăвăлĕ тавра илемлĕ карст вырăнĕ. Вăл туристсен шкулти, районти тата республикăри слечĕсене ирттермелли чи юратнă вырăн пулнă. Анчах та 80-мĕш çулсенче, чулсене строительство материалĕ валли взрывпа аркатса, çутçанталăк палăкне кăна мар, наука тĕпчевĕн объектне те пĕтернĕ.


Ту хăвăлĕ айлăм тĕпĕнче вырнаçнă, виçĕ элементран тăнă: кĕмелли пай, çавра тăрăллă тата хрусталь залсем. Çавра тăрăллă зал пысăкăшĕ 8х10 м, мачча çÿллĕшĕ 3,5 м пулнă. Хрусталь зал цилиндр евĕрлĕ, пысăкăшĕ - 7х11 м, çÿллĕшĕ – 8 м. Енчен те июньте урамра сывлăш температури +22 градус пулсан, хрусталь залра вара -4 градус. Пăр хулăнăшĕ çур метра çитнĕ. Кунта пĕчĕк юханшыв пурччĕ, вăл чулсем хушшипе юхатчĕ, куç умĕнчех карст хушăкне кĕрсе çухалатчĕ. Хрусталь залăн маччинче кĕленче чул евĕрлĕ тумла пăрĕсем çакăнса тăратчĕç. Пысăк мар хутлăхра тĕрлĕрен минерал – кĕленче чул, уйăх чулĕ, яшма, слюда, гипс – пурччĕ. Кунтах мамонтăн икĕ асав шăлне тупнă, вĕсем вăрах вăхăт вырăнти шкулта упраннă. Меселпуçĕнчи шкулта музей уçсан, Исаак Иванович заведующи ыйтнипе, асав шăлсене меселпуçсене панă.


Авалхи чулсем иртни çинчен нумай легенда тата истори каласа пама пултараççĕ пуль. Чи авалхи вăхăтра çакăн пек ту хăвăлĕсем çынсемшĕн пурăнмалли шанчăклă вырăн пулнă, вĕсене хаяр çанталăкран тата хăрушă чĕрчунсенчен хÿтĕленĕ. Вĕсем çынсем валли Çут тĕнче вăйĕсене тата çутçанталăк инкекĕсене пăхăнмалли тата ÿкĕнмелли вырăн пулнă. Кунта хальхи вăхăтра та кĕл тăваççĕ, тĕн йăлисене ирттереççĕ. Пушкăрт пăлхавçисен восстанийĕ пынă вăхăтра пушкăртсен паттăр воинĕсен пĕр пайĕ патша çарĕсенчен ту хăвăлĕнче пытанни çинчен легенда пур. Ту хăвăлĕнчен пĕр километрта, карст шăтăкĕнче, тухмалли запас вырăн пулни çинчен калаçаççĕ. Ватăсем каласа панă тăрăх, граждан вăрçи вăхăтĕнче пуян улпутсемпе фабрика хуçисенчен туртса илнĕ ылтăна ту хăвăлĕнче пытарнă.

Çутçанталăк палăкĕсем хальхи вăхăтра государствăн уйрăм тĕрĕслевĕнче. Вĕсене сыхлама сахал мар укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Анчах, шел пулин те, Бишкаинти ту хăвăлĕ темшĕн вĕсен шутне кĕмест.


А. ИВАНОВ.
Читайте нас: