Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
5 Июнӗн 2019, 17:55

Ячĕ çеç тăрса юлнă

Белокаменка шывĕн сулахай çыранĕнче шурă тĕслĕ Кабан-ту тăнă

Адзитар ялĕ çывăхĕнче, Белока¬менка шывĕн сулахай çыранĕнче, мăкпа витĕннĕ, шурă тĕслĕ пысăк чул ту тăнă. Кабан-ту историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ палăк, питĕ илемлĕ чул ту пулнă.
Унăн тăрринче 200 тăв. метра яхăн площадка пулнă, ту çÿллĕшĕ 100 м çитнĕ. Ту çинчен Чăваш Хурамалĕ, Бишкаин, Адзитар, Куезбаш ялĕсене питĕ лайăх курма пулнă. Пуçа çавăракан çурхи сывлăшпа, чĕрĕлсе пыракан çутçанталăкпа киленме, хаваслă вăйă картисем тума кунта час-часах çамрăксем килнĕ.
Вырăнти халăх çак ту çинчен асра тытакан легендăсем авалхи вăхăтра Кабан-ту чÿк тунипе тата вут-çулăм кульчĕпе çыхăннă тĕн йăлисен пĕлтерĕшлĕ объекчĕ пулни çинчен калаççĕ. Ялти хисеплĕ аксакал йăла ирттерме çынсене çакăнта илсе килнĕ. Алли¬сене пĕлĕтелле çĕклесе, вăл хыттăн чĕнсе каланă: „Пĕлĕт çинче пурăнакан аслă Турă! Эпир çак таса вырăна килтĕмĕр, таса чĕререн Сире хамăрăн парнесене илсе килтĕмĕр: така, тап-таса сарă пыл, ĕнчĕ пек вир тата чи лайăх урпа. Пирĕн парнесене йышăнсамăр, хăвăрăн халăхăра ырлăх, тăнăçлăх тата телей парнелесемĕр. Пирĕн лашасене, выльăх-чĕрлĕхе чирсенчен упрасамăр. Çумăрсем вăхăтлă ярсамăр. Пирĕн халăха пил парсамăр! Аслă Турă, пирĕн кĕлле илтсемĕр, эпир ыйтнине пурнăçласамăр!..” Йăла ирттернĕ хыççăн кунтах пысăк кăвайт чĕртнĕ, казансенче чÿк какайĕ пĕçернĕ. Тавралăх юрăсемпе тата савăнăçлăн кăшкăрнипе янраса тăнă: „Турăсем пирĕн парнесене йышăнчĕç, пирĕн кĕлĕсене илтрĕç...”
Шел пулин те, малалли ăрусем çак таса вырăна тата çутçанталăк ахахне ха¬клама пĕлмен. Кабан-тăва сирпĕтнĕ. Чулпа строительство материалĕ вырăнне усă курнă. Чăнах та, пуррине упрамастпăр, çухатсан – йĕретпĕр.


А. ИВАНОВ.
Читайте нас: