Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
30 Апрелӗн 2019, 11:58

Вăрлăхлăх сухан – хак енĕпе рекордсмен

Аургазă районĕнчи Толбазă ялĕнче шăматкун, апрелĕн 27-мĕшĕнче, ялхуçалăх продукцийĕн, куллен кирлĕ тата халăх промыслин таварĕсен уяв умĕнхи ярмарки иртрĕ.

Ярмаркăна халăх ирхи вунă сехет тĕлне пухăна пуçларĕ. Çак вăхăт тĕлне райпон суту-илÿ вырăнĕсенче мангалсенче кăвайт чĕртсе янă, пасар площачĕ тăрăх ăшаланакан шашлыкăн тĕтĕмпе хутăшнă илĕртÿллĕ шăрши сарăлчĕ.
Чи малтан какай туянса пĕтерчĕç. Ăна икĕ вырăнта анчах, килограмне 300-320 тенкĕпе сутрĕç. Мĕн тесен те, ярмаркăна çынсенчен нумайăшĕ лайăх аш туянма тухать.
Улма-çырла йывăççисен тата тĕмĕсен хунавĕсем сутакан ретсем патĕнче халăх йышлăччĕ. Вĕсене Трудовка ялĕнчен вырăнти предприниматель сутрĕ. Хунавсен вăтам хакĕ – 350 тенкĕ. Пулас çимĕçсен илемлĕ фотоÿкерчĕкĕсем тата сортсен тĕрлĕлĕхĕ, паллах, илĕртеççĕ. Улмуççисен кăна вуншар ят: „Башкирская красавица”, „семеринка”, „антоновка”, „Башкирская медовая” „изумрудная”... Сад ăстин чунĕ çакăн пек чухне аллине енчĕк патне тăсмасăр мĕнле тÿстĕр? Анчах та яланах фотоÿкерчĕке шанма пулать-и? Çапла, иртнĕ çул манăн палланă çын илемне ытараймасăр лили чечекĕн суханĕсене туяннă. Фотоÿкерчĕк çинче çын çÿллĕш тенĕ пек чаплă, илемлĕ чечексем пулнă. Вăл хăйĕн палисадникĕнче çакăн пек ÿкерчĕк пулассине куç умне кăларса тăратнă ĕнтĕ. Анчах... Лили 30 сантиметр çÿллĕш кăна ÿснĕ. Паянхи кун çав çын илĕртекен фотоÿкерчĕклĕ чечек сутакан вырăнсенчен пăрăнса иртет. Май пур чухне Уфа хулинчи ботаника садĕнче сортлă ÿсентăрансем туянать.
Уйрăм хушма хуçалăхсен хуçисенчен нумайăшĕ хăйсен таварĕ çине туса кăларакан çинчен информаципе этикеткăсем çыпăçтарни кăмăллăн тĕлĕнтерчĕ. Çакă туянакансенче шанăç çуратать. Сăмахран, „Чĕрĕ ял” брендпа сутакан продукци тин хатĕрленипе тата чăн-чăннипе ассоциациленет.
Вăрлăхлăх сухансăр пуçне хаксем тĕлĕнтермерĕç. 3 литр пыла ял çыннисем 1200 тенкĕпе, кишĕрпе кăшмана 30 тенкĕпе, пуçлă сухана 35 тенкĕпе, çĕрулмин пилĕк литрлă витрине 120 тенкĕпе сĕнчĕç. Вăрлăхлăх çĕрулми курăнмастчĕ. Мăнкун тĕлне çăмарта хакĕ те ÿсменччĕ. Вуннăшĕ 60-70 тенкĕччĕ. Вăрлăхлăх сухан çинчен çавна каласа пулмасть. 10-15 кун каярах кăна магазинсенче ăна килограмне 200 тенкĕпе сутатчĕç. Халĕ унăн хакĕ 300 тенке çитнĕ. Туянакансен черечĕ те çукчĕ. Уйрăм çын 0,7 литрлă банкăшăн 120 тенкĕ, кăвак суханăн çавăн пекех банкишĕн 150 тенкĕ ыйтатчĕ. Унăн таварĕ сутăнатчĕ. Иртнĕ çул вăрлăхлăх сухан килограмĕ 80-120 тенкĕччĕ. Нумайăшĕ вăл йÿнĕ пулнăран ÿстерме тупăшлă мар тесе шутланă пулĕ. Йăнăшнă. Хăйсем вăрлăх тăвакан пахчаçăсем выляса илеççĕ. Çуркунне вĕсем вăрлăх енĕпе перекетлеççĕ кăна мар, ытлашши юлнин шучĕпе енчĕкне те хулăнлатаççĕ.
Читайте нас: