Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
18 Кӑрлач 2019, 16:27

Пĕрле ĕçлес пуçару

„Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа” проект халăх шухăшĕсене, пуçарăвĕсене пĕрлештерет, власть органĕсем тÿррĕн хутшăннине шута илет, çакă тахçанах хумхантаракан задачăсене пĕрле татса пама май парать.

Районта тăваттăмĕш çул „Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа” проект вăйра тăрать. Вăл халăх шухăшĕсене, пуçарăвĕсене пĕрлештерет, власть органĕсем тÿррĕн хутшăннине шута илет, çакă тахçанах хумхантаракан задачăсене пĕрле татса пама май парать. Иртнĕ çулта 15 ял тăрăхĕн çыннисен сĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртме пултарнă: ултă клуба, сакăр шкула тата ача садне юсанă, трактор туяннă.
Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа проекчĕсен 2018 çулти хакĕ 18,7 млн тенкĕ чухлĕ пулнă. Вĕсем – халăх май пур таран хывнă укçа, спонсорсен (предприятисен, фермерсен, хуçалăхсен, предпринимательсен) укçи-тенки, район ( 2 млн тенкĕ) тата республика (12,8 млн) бюджечĕсем. Спонсорсем хушшинче „Урожай” ялхуçалăх предприятийĕ сулмаклă пулăшу панине палăртас килет. Хуçалăх 900 пин тенке яхăн укçа хывнă. „Урал” СПК, „Салават” ХФХ, „Наумкино” агрофирма, „Рассвет” ООО, „Таштамак” тата „Искра” СПКсем проектсене 100-150 пин тенкĕ хывнă.
2019-мĕш çула плансем тата пысăкрах. Районти мĕнпур ялсоветĕнче пухусем иртрĕç. Кашнинче хăйсен проектне суйласа илнĕ. Урăхла каласан, вĕсем пурĕ 21. Ял çыннисенчен нумайрахăшĕ вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ объектсене – ялсен пурнăç центрĕсене: клубсене, шкулсене, ача сачĕсене – юсани кирлĕ тесе шутлать. Масарсен хÿмисене, вилнĕ воинсен палăкĕсене тĕпрен юсас, пушар прицепĕ, тракторсем туянас тата социаллă-культура центрне тивĕçтерес енĕпе проектсем пур.
Проектсене конкурс никĕсĕнче суйласа илме ял тăрăхĕсем заявкăсем парас кампани февраль вĕçĕччен пырĕ. Çавăнччен тĕпрен юсав тăвас енĕпе проектăн смета хакĕн чăнлăхне тĕрĕслеме, çирĕплетнĕ список тăрăх мĕнпур материалсене пухма ĕлкĕрмелле.
Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа йĕркипе 2019 çулта хутшăнма планланă проектсен мĕнпурин малтанлăх хакĕ – 29 млн тенкĕ ытла. Район проектсене хушса финанслама вырăнти бюджетра 3 млн тенкĕ шута илнĕ. Халăх та укçа хывма шутларĕ. Спонсорсем 3 млн тенке яхăн укçа-тенкĕ парса пулăшма планлаççĕ. Енчен те апрельте иртекен конкурсра проектсем пурте çĕнтерсен, республика района 19 млн тенкĕ ытла субсиди парассине кĕтме пулать.
А. ШАКИРОВА,

район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика аталанăвĕ тата инвестицисем енĕпе заместителĕ.
КОММЕНТАРИ

Гузель Насырова,

Ишлĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа районта ĕçлеме пуçланă пĕрремĕш çултанпа унта хутшăнатпăр. 2016 çулта эпир мусульман масарне йĕркене кĕртрĕмĕр, 2017 çулта – вăтам шкул çуртне, иртнĕ çулта – Ишлĕ ялĕнчи клуба тĕпрен юсарăмăр. Ишлĕсем çĕнĕ çула ăшă, çутă, хăтлă клубра кĕтсе илчĕç. Халăх савăнчĕ!
Çак проект пире ял тăрăхĕ пĕччен вăй çитереймен проблемăсене татса пама пулăшать. Кашни çул пĕтĕм йышпа пĕрер лайăх, кирлĕ ĕç тăватпăр. Кăçал халăх пĕрлехи пухура шкулăн пуçламăш класри ачасем вĕренекен корпусне çĕнетме шут тытрĕ. Ял çыннисем активлăн хутшăннисĕр пуçне, спонсорсем – шкулăн унчченхи выпускникĕсем, «Урожай СП» ООО – пулăшаççĕ. Ялхуçалăх предприятийĕ çултан-çул пире пысăк суммăпа пулăшать. 2017 çулта объектсене реконструкцилеме 100 пин тенкĕ уйăрса пачĕ, 2018 çулта – 150 пин тенкĕ.
Ирина Федорова,

Наумкин ялĕн старости:
Пиртен кашни хăтлă, комфортлă пурнăçпа пурăнма тивĕçлĕ. Проект пулăшнипе эпир çавна хамăрăн ялсенче тума пултаратпăр. Виçĕ çул хушшинче Балăклăкуль ялĕнчи мусульман масарне хÿме тытрăмăр, трактор туянтăмăр, вăл Балăклăкуль ял тăрăхне питĕ кирлĕ пулăшуçă пулса тăчĕ. Хĕлле унпа çулсене юртан тасатаççĕ, çулла хытхура çулаççĕ, сезонсем хушшинче уй-хирте ĕçлет. Наумкин ялĕнчи клубăн хутса ăшăтмалли системине тата тăррине улăштартăмăр.
Кăçал ялсовет çыннисем пуçламăш шкул тата ача сачĕ вырнаçнă çурта юсассине суйласа илчĕç. Тĕпрен илсен, ял çыннисем вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна ырлаççĕ, пулăшаççĕ. Пирĕн яланхи спонсор – „Наумкино” агрофирма, кашни çул 150-шар пин тенкĕ уйăрса парать. Эпир „миллионниксен” шутĕнче пулни савăнтарать. Кашни çул республика бюджетĕнчен миллион тенкĕ илетпĕр, мĕншĕн тесен çак программăн требованийĕсене туллин пурнăçлатпăр.
Читайте нас: