Аургазă хыпарçи
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
29 Декабрӗн 2018, 17:17

Лукинсен „чĕрĕ” пухмачĕ

Китай календарĕ тăрăх çитес çул – Сысна çулталăкĕ

Советсен вăхăтĕнче кашни колхозра тенĕ пек сысна ĕрчетнĕ. Халĕ производство масштабĕпе – «Мичурина» ОООра тата Куезбашри комплексра кăна. Ял çыннисем, уйрăмах чăвашсем тата украинсем пурăнакан ялсенче, сысна ÿстересси анлă сарăлнă. Вĕсене хăйсем валли тытаççĕ.
Ытлашшине услам тăвакансене сутаççĕ. Хăшпĕрисем сысна çури сутса укçа тăваççĕ.

Сысна ĕрчетес енĕпе бизнес тăвасси çинчен нумайăшĕ шухăшлать, сахал çын вара пурнăçа кĕртет. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесен, сысна ĕрчетес ĕç тупăш паракан начар мар çăлкуç пулса тăма пултарать. Çавна Бишкаин ялĕнчи Лукинсен çемйи хăйсен опычĕ çинче кăтартса парать.
Эпир вĕсем патне кайсан, çемье пуçĕ, нумаях та мар "Искра” ялхуçалăх кооперативĕнче механизатор пулса ĕçленĕ Николай Алексеевич (халĕ, СПК банкрота тухсан, ĕçсĕр), чи малтан пире выльăх картишне кĕрсе курма чĕнчĕ. Пысăк, çирĕп сарайра тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх пур: тынапа ĕне, сыснасем, хурсем, чăхсем. Анчах та сыснасем кунта яланах тĕп выльăх пулнă тата пулса юлаççĕ те.
Чĕлхене çĕтсе ларман, пурнăç валли хăйсен аллипе ĕçлесе илме вĕреннĕ нумай çын пекех, манпа калаçакан сăмах ваклама юратакан çын пулмарĕ. Çавăнпа та пирĕн калаçу, тĕпрен илсен, диалог формипе иртрĕ.
- Николай Алексеевич, хăçантанпа сысна ĕрчететĕр?
- Пирĕн картишĕнче сыснасем яланах пулнă. Манăн аттепе анне вĕсене тытнă, эпĕ те вăтăр çул ытла тытатăп.
- Нумай сысна тытатăр-и?
- Çулсерен вуннă-вунпиллĕкрен кем мар, ытларах та пулкаланă. Çак кунсенче тенĕ пек услам тăвакансене ултă тушка сутрăмăр. Сарайра ултă пуç юлчĕ. Виçĕ ама тата çавăн чухлех ÿстермелли çамрăк выльăх.
- Çавăн чухлĕ выльăха пăхса çитĕнтерме çăмăл мар пулĕ?
- Тарлама тивет. Унсăрăн нимĕн те пулмасть. Сысна ĕрчетсе бизнес тăвассинче, ытти ĕçри пекех, нюанссем, теветкеллĕх тата уйрăмлăхсем нумай. Апатсем туянса, ÿстерсе, продукцине сутса, ытлашши вăй хумасăр пысăк тупăш илме пулать тесе шутлани – йăнăш. Выльăх пăхма пĕтĕм çемье хутшăнать. Эпĕ ĕçре чухне вĕсене арăм – Надежда Александровна – пăхать. Вăл пенсионер.
- Апатсем енĕпе мĕнле?
- Ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçленĕ чухне проблемăсем питех çукчĕ. Мĕншĕн тесен ĕç укçине, тĕпрен илсен, натурăпа – тырăпа, фуражпа – тÿлетчĕç. Хамăрăн тырă вĕтетмелли хатĕр пур, унпа комбикорм тăватпăр. Пĕтĕмпех выльăх самăртма каять. Малашне мĕнле пулмаллине пĕлместĕп-ха. Выльăх шутне кемĕтес пулать пуль. Хамăрăн пахчара эпир çĕрулми, кавăн, кăшман ÿстеретпĕр. Çулла – курăк, вĕлтрен... Сыснасем тиркевсĕр, пĕтĕмпех çиеççĕ. Кĕркуннерен яланах пĕр КамАЗ жом туянатăп.
- Эсир какай сутатăр анчах мар, çура та ÿстеретĕр.
- Халĕ активлах мар. Унччен ултă-çичĕ е ытларах та ама тытаканччĕ. Пĕр çулхине тăххăрăшĕнчен 116 çура пăхса илнĕччĕ, анчах пурте ÿсеймерĕç.
- Çак мĕнпур ĕçрен тупăш мĕнле?
- Тупăш пур. Унсăрăн тытăнман та пулăттăм. Какай туянса услам тăвакансем пиртен йÿнĕ хакпа – килограмне 170-180 тенкĕпе – илсе 250 тенкĕпе тата хаклăрах та хакпа сутаççĕ. Пĕр çулхине сысна çури сутса 300 пин тенкĕ тунăччĕ. Пĕлтĕр 150-160 пин турăмăр, какай сутса – 70-80 пин тенкĕ. Сăмах май, хамăр пурăнакан çурта сысна ĕрчетсе тунă тупăш шучĕпе анчах туса лартрăмăр. (Вăл çемьен пысăк, кирпĕчрен.) Икĕ çул каярах „Лада-Калина” автомашина туянтăмăр. Ĕçре эпĕ çулталăк тăршшĕне те ун чухлĕ ĕçлесе илейместĕп.
- Сирĕн сыснăрсем шултра, самăр. Ăратлă-и?
- Тахçанах «Рощинский» совхозра шурă тата ландрас ăратлă сыснасем туяннăччĕ. Кусем – çав йăхран.
- Çак чĕрчунсене пăхнă чухне тĕрлĕрен историсем пулса иртеççĕ пуль. Пĕрерĕшне каласа параймастăр-и?
- Сысна çураланă чухне, уйрăмах çамрăкки, çын пăхса тăрсан лайăхрах. Выльăха пулăшмалла. Мекĕрленмессерен сысна çурисем пĕршер тухса ÿкеççĕ. Вĕсене тÿрех утăпа сăтăрмалла, çăварĕнчи лăймакана тасатмалла. Пĕчĕкскерсем çура таврашĕнчи михĕпе те тухса ÿкни пулать, ăна хăвăртрах касса кăлармалла. Пĕррехинче хĕлле сысна çураланине пăхса тăтăм, сакăр çура пулчĕ. Киле кĕтĕм, арăма пĕлтертĕм те çывăрма выртрăм. Ирпелен арăм вăратать: „Унта саккăр мар, вунултă çура чупса çÿрет!”. Çураласа пĕтериччен пăхса тăмасан çапла та пулать! Лайăх-ха, пĕтĕмпех ăнăçлă пулнă!
- Эсир пирĕн вулакансене çитес Сысна çулĕнче мĕн сунса каланă пулăттăрччĕ.
- Эпĕ таçта сысна пуянлăх, хăтлăх символĕ, килти вучаха упракан пулни çинчен вуланăччĕ. Пурне те çавна сунатăп. Çулталăк тулăх тата тарават пултăр!
Читайте нас: