Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
18 Декабрӗн 2018, 14:19

Шыва кĕрĕпĕр, пулă тытăпăр

Сÿрĕк мар ял çыннисем пулăшнипе Турсугалĕ юханшывĕ çинче плотинăна юсаса çĕнетнĕ

Шланлă, Шĕвĕрлĕ тата Абдулла ялĕсенче пурăнакан çынсемшĕн кăçал кĕркунне савăнăçлă событи пулса иртрĕ. Тĕпрен юсанă хыççăн Турсугалĕ шывĕ çинчи гидротехника сооруженине ĕçе ячĕç. Кушнаренкăри "Партнертехсервис и К" ООО работникĕсен бригади канмалли кунсемсĕр иртен пуçласа каçчен ĕçлерĕ. Халĕ çыранĕсене çирĕплетнĕ, шыв юхтармалли хатĕрпе тивĕçтернĕ, сооруженине малалла хăрушлăхсăр эксплуатацилеме пĕтĕмпе тунă. Плотина урлă çул иртет, унпа çынсем тепĕр çырана каçаççĕ.
Çак шыв хранилищи 1980-мĕш çулсенче пулса тăчĕ. Ăна ялхуçалăх нушисем валли "Заря" колхозăн укçи шучĕпе туса лартрĕç. Вунă çултан шыв пĕвене татса кайрĕ, çулсем иртнĕçемĕн вар пулса тăчĕ. Вăл çултан-çул анлăланса пычĕ, Шланлă-Шĕвĕрлĕ çулăн икĕ километр тăршшĕ тăсăлакан пайĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратрĕ. 2009 çулта Семен ялсовечĕн администрацийĕн (пуçлăхĕ Ильдар Ишбулдин) тата Олег Бухарин предприниматель пуçарăвĕпе шыв хранилищине юсаса çĕнетме хăтланчĕç. Пĕвелерĕç, анчах шыв юхтармалли вырăна кирлĕ пек туман (плотина айккинчен çаврăнса юхмалла тунă). Çавна пула тата тепĕр çырма пулса тăчĕ, вăл Шланлă - Шĕвĕрлĕ автомобиль çулĕ çумнех çитрĕ.
Тăватă çул каялла пирĕн патра плотина çыранĕсене çирĕплетес ыйтусем тăрăх ПР Экологи министерствин специалисчĕсем пулса курчĕç. Гидротехника сооруженине юсама проект тума заказ пама сĕнчĕç. Анчах ăна хатĕрлеме ялсовечĕн укçа-тенки тупăнмарĕ. Тепĕр çултан каллех Экологи министерствин представителĕсем килчĕç. Вĕсем çапла йышăнчĕç: проект пулсан бюджетран финанслĕç. Пĕчĕк мар сумма кирлĕччĕ - 650 пин тенкĕ. Вара ĕçе вырăнти предприниматель Виссарион Игнатьев тытăнчĕ. Спонсорсем шырама пуçларĕ. Семен ялсовет администрацийĕ тата "Дружба" СПК руководстви (председателĕ Зилявир Максютов) финанс пулăшăвĕ пама килĕшмерĕç, ытти предпринимательсем те пулăшу памарĕç. Анчах хамăр ял çынни Владимир Антипов сÿрĕк пулмарĕ, ырă ĕç валли 100 пин тенкĕ уйăрса пачĕ. Пысăк суммăн ытти пайне Виссарион Игнатьев хăй пачĕ. Проект тума заказ пачĕç. Ăна хатĕрлессине хăвăртлатас тесе, В. Игнатьев Уфана пĕрре мар кайса çÿрерĕ. Акă, тинех, 2015 çулта проекта Мускава ячĕç. Темиçе уйăхран аукцион пĕлтерчĕç, ăна кушнаренкăсем выляса илчĕç. Вырăнти халăх вĕсене ĕçе пахалăхлă тунăшăн, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн чунтан тав тăвать. Вĕсем пирĕн ытти ыйтусене те пурнăçлама пулăшрĕç: çĕнĕ çул çинче транспорт чарăнса тăмалли вырăн турĕç, юшкăн тулнă кÿлле тасатрĕç (выльăх-чĕрлĕх çавăнтан шыв ĕçет), Турсугалĕ шывĕ урлă каçă туса лартма пулăшрĕç (ял çыннисене пăрăхсемшĕн тав тăватпăр), плотинăпа юнашар вырнаçнă санкцилемен свалкăна тасатрĕç. Çаплах Шланлă ялĕнче тăвакан чиркÿ валли котлован тÿлевсĕр чаврĕç.
Паллах, тăкак питĕ пысăк пулчĕ. Ăна кемĕтес тесе, Стерлитамак чулне (проектпа хывнă) вырăнти чулпа улăштартăмăр, вăл Уфара тĕрĕслев иртрĕ. Вырăнти чул мĕнпур параметрĕпе те техника нормисене тивĕçтерни çинчен заключени пачĕç. Вара бюджетран уйăрса панă укçапа туса пĕтертĕмĕр, лайăх гидросооружени пулса тăчĕ. Çакă юсавçăсен те, ял çыннисен те пысăк ĕçĕ пулчĕ. Пуçламăшĕнчен вĕçне çитиччен ĕçе Виссарион Игнатьев хăй сăнаса тăчĕ. Строительство вĕçлениччен канăç пĕлмерĕ. Вăл хăйĕн тăван ялĕшĕн тăвакан пĕтĕм ĕçшĕн вырăнти халăх ăна тав тăвать. Малта унăн плансем, çĕнĕ шухăшсем нумай. Унăн тĕп ĕмĕчĕ - тăван яла çĕнĕрен çĕклесси. Ял çултан-çул лайăхланса пынине эпир куратпăр.
Шыв хранилищи çывăхĕнчи территории вăхăт иртнĕçем тирпейленессине шанса тăратпăр. Пирĕн ентеш Александр Иванов кунта кану зони йĕркелеме планлать. Хĕвелпе пиçĕпĕр, шыва кĕрĕпĕр, пулă тытăпăр, катамаранпа, кимĕпе ярăнăпăр.
Майпа усă курса, район пуçлăхне Зуфар Идрисова тата тепĕр çивĕч ыйтăва татса пама ыйтатпăр. Шланлă тата Шĕвĕрлĕ ялĕсем хушшинчи çул çинче нумаях та пулмасть туса лартнă кĕпер пур. Вăл авариллĕ ларутăрура (кĕпере тытса тăракан сылтăм енчи плитасем çĕмĕрĕлнĕ). Районăн çул-йĕр служби ăна çулсерен тăмпа хуплать, анчах вăл каллех юхса каять. Гидротехника сооруженине шывпа тултарнă хыççăн çакă мĕнпурĕ шыв айне тăрса юлĕ тата кĕпере шыв çисе кайĕ. Эпир çак проблемăпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ильдар Ишбулдин тата ДРСУ начальникĕ Риф Рафиков патне пĕрре мар ыйтса кайрăмăр. Анчах ыйтăва татса памарĕç. Çуркунне те инçе мар. Проблемăна татса парассине шанса тăратпăр.
П. ФЕДОРОВ, Шланлă ялĕн старости.
Читайте нас: