Ял Тукай ял тăрăхĕнче вырнаçнă. Çавăнта çул тытатпăр. Эпир пынă кунхине шыв пăрăхĕ черетлĕ хут
татăлнăччĕ. Ялсовет специалистĕнчен Владимир Сорокинран (ÿкерчĕк çинче) проблема çинчен ыйтса
пĕлтĕмĕр. Вырăнти шыв пăрăхĕ кивĕ, 1988 çулта тунăскер, анчах аран-аран пулин те эксплуатацилеççĕ. Ăна "Путь Ленина" колхоз хăй ĕçленĕ вăхăтра ирттернĕ. Скважинăна çавăн чухнех колхозăн çĕрĕсем çинче "хура ылтăн" уçласа кăларакан нефтяниксем пăраланă. Халĕ вара вунă километр вăрăмăш пăрăха ăçта тата мĕнле ирттернине никам та пĕлмест, мĕншĕн тесен шыв сечĕн техпаспорчĕ çук. Çавна пăрăх татăлсан кăна палăртма пулать. Ун пекки вара çулталăкне икĕ-виçĕ хут пулса иртет.
Электроэнерги перекетлес тесе, шыва ирпе тата каçпа икшер сехет параççĕ. Запас туса ĕлкĕретĕн - лайăх, ĕлкĕреймесен - тепĕр куна кĕт. Картишĕнче вара ĕçтермен выльăх-чĕрлĕх мĕкĕрет, çумалли кĕпе-йĕм те пухăннă, мунча хутма та вăхăт çитнĕ. Хăть те мĕн тусан та, шыв - вăл çынна пурăнма кирлĕ тĕп условисенчен пĕри.
Андреевка ялĕн çыннисене хăйсен пуссисем хăтарĕччĕç. Вĕсене Тукай ял тăрăхĕнчи ытти ялсенче чаваççĕ, мĕншĕн тесен кунта централизациленĕ шыв пăрăхĕ çук. Пăралама хăтланнă. Усăсăр. Шыв питĕ тарăн выртать. Ял халăхĕ шывшăн тÿлет, уйăхне кашни кил-çуртран 200-шер тенкĕ пуçтараççĕ. Анчах кивелнĕ пăрăхсене тытса тăрасси вĕсем çине йывăр инкек пек тиенет. Татăлнă - апла пулсан тата укçа кирлĕ. Хальхинче ялсовечĕ оперативлă пулăшнă. Нефтяниксенчен экскаватор ыйтнă, Андреевка ялĕнче пурăнакан арçынсем шина хурса çĕрнĕ пăрăха сапланă. Анчах çакă вăраха çитĕ-ши?
Шыв енĕпе ялта асли – Николай Дмитриев. Унсăр кунта алăсăр пекех. Çак "должноçре" ĕçлеме кăмăл тăвакана тупасси çăмăл пулман.Ĕç укçи çичĕ пин тенкĕ пулин те. Ăна пухнă укçаран уйăрса параççĕ. Ÿкĕте кĕртнĕ. Вăл канмалли кунсăр кашни кун ĕçлет. Унăн чирлеме юрамасть, вара çынсем шывсăр юлĕç. Лайăх-ха, лаша пур. Вăл унпа икĕ километрта вырнаçнă пысăк мар насус станцийĕ патне çÿрет.
Андреевкăра 80 кил-çурт. Кÿршĕллĕ Волково ялĕнче - 10-15, анчах хĕлле кунта виçĕ çуртра çеç пурăнаççĕ. Çулла дачниксем килсе тулаççĕ. Кунта лайăх - ирĕк вырăн. XVIII ĕмĕрхи архитектура палăкĕ те - Андреевка чиркĕвĕ - пур. Ял пушанса пыраканни мар, анчах çамрăксем кунта килмеççĕ тата юлмаççĕ. Йывăрлăхсемпе пурăнасшăн мар, вĕсенчен йăларисем пĕрремĕш вырăнта. Çавна ăнланмалла та, халĕ XXI-мĕш ĕмĕр вĕт. Тата нефть те хаклă. Анчах ăна уçласа кăларакан çĕрсем çинче пурăнакан çынсем хăйсен пит кирлĕ проблемисене татса пама пултараймаççĕ.
Кунта ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕнче виççĕмĕш çул Альфрит Баширов ĕçлет. Паллах, специалист мар çынна (вăл культура ĕçченĕ) техника ыйтăвĕсене пĕлсе çитме йывăртарах. Шыв проблемине тĕплĕ юсав татса парĕ-и е реконструкци кирлĕ? Тен, шыв пăрăхĕ хытă кивелнĕ, çавăнпа çĕнĕ пăрăх ирттермелле? Анчах укçа ăçтан илмелле? Çитменнине тата, сахал мар укçа.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ "Урожай" СПран пулăшу ыйтнă. Вăл 30 пин тенкĕлĕх 250 метр пăрăх уйăрса панă. Единороссен "Пурнăçланмалли ĕçсем" проекчĕпе 74 пин тенкĕлĕх икĕ насус туяннă. Анчах çакă пурте - вăхăтлăх мерăсем. Пысăк ĕç тумалла пулать.
Айгуль ШАКИРОВА, район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика енĕпе ĕçлекен заместителĕ:
- Район муниципаллĕ харпăрлăхра тăман объектсене финансламалли плана кĕртме пултараймасть. Ял çыннисене пулăшмаллах. Çавăнпа шыв пăрăхне муниципаллĕ харпăрлăха (муниципаллĕ хыснана) куçармалли процедура пуçарса ямалла. Çĕнĕ шыв сечĕ тăвасси хакла ÿкĕ. Анчах ĕçсен ытти тĕсĕсем те пур: тĕплĕ юсав, реконструкци. Çакна пурне те райбюджетран тĕрлĕ программăсем йĕркипе финанслаççĕ. "Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха модернизацилемелли программа", "Яллă территорисен çирĕп аталанăвĕ" госпрограммăн хушма программи пеккисен. Шăпах мĕнле ĕç тумаллине тĕпчесе пĕлмелле. Çавăнпа кадастр специалисчĕсене техника тишкерĕвне ирттерме заказ памалла тата объектăн техпланне ĕçлесе хатĕрлемелле. Ял тăрăхĕн укçа-тенки пулман тĕслĕхре райбюджетран дотаци уйăрса пама пулать.
Сăмах май, проект тума бюджета кĕмен укçа-тенкĕпе усă курнин лайăх тĕслĕхĕсем пур. Тĕслĕхрен, Семен ял тăрăхĕнчи виçĕ ялта республикăри тĕллевлĕ инвестици программине - РАИП - кĕрес тесе, граждансен пухăвĕсенче йышăнса пĕр миллион тенке яхăн (кашни кил-çуртран пилĕк пин тенкĕ) укçа пуçтарнă. Унти шыв пăрăхĕн тăршшĕ 20 км яхăн.