Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
1 Декабрӗн 2018, 12:53

Ял çийĕн чан сасси янратăр

Çĕнĕ Федоровкăра çуртсем туса лартаççĕ, уявсене пĕрле паллă тăваççĕ, халăх йăли-йĕркине хисеплеççĕ.

Кунта çуртсем туса лартаççĕ, уявсене пĕрле паллă тăваççĕ, халăх йăли-йĕркине хисеплеççĕ.


Ибрай ялсовечĕн тĕп усадьби – Кĕçĕн Ибрай ялĕ. Анчах та йăлари социаллă- культура учрежденийĕсем, тĕпрен илсен, Çĕнĕ Федоровка ялĕнче вырнаçнă, кунта халăх та ытти ялтисенчен ытларах – 738 çын (ял тăрăхĕнче пурĕ 1172). Ĕлĕк-авалтан кунта хăйсен йăли-йĕркине упраса хăварнă чăвашсем пурăнаççĕ. 2011 çулта ял хăйĕн 200 çулне паллă тунă.


Вахтăпа ĕçлеççĕ

Ял çыннисем мĕнле ĕç-хĕлпе пурăннине ăнланас тесе, эпир Сергейпа Наталья Макаровсен çемйинче пулса куртăмăр. Çемье пире тулли йышпа тенĕ пек кĕтсе илчĕ, ун пекки вара сайра пулать. Кун тăршшĕне кашни хăйĕн ĕçне тăвать. Кил хуçи «Амстрон» кирпĕч заводĕнче улшăнса тăракан графикпа ĕçлет. Ял çыннисем пиллĕкĕн пĕрле пĕр машинăпа çÿреççĕ - çавăн пек майлăрах тата тупăшлăрах. Унăн арăмĕ килĕнче пулмасть те тенĕ пекех. «Манăн та вахта», - шÿтлет çамрăк хĕрарăм. Вăл кÿршĕллĕ «Урожай» СПКра пăру пăхакан пулса ĕçлет. Ыттисемпе пĕрле вахта машинипе пилĕк сехетре ларса каяс тесе, ăна ир тăма тÿр килет.


- Ĕç çăмăл мар, анчах та эпир йывăрлăхсенчен хăрамастпăр. Чи кирли – ĕç укçине пĕрмаях тÿлеççĕ, - кăмăллă кил хуçи арăмĕ.


Макаровсен ывăлĕсем те ĕçрен хăрамаççĕ. Ашшĕ-амăшне пулăшасси - яшсем мĕн пĕчĕкрен ăса хывнă йĕрке. 18 çулхи Дмитрий, студент, тата 14 çулхи Даниил сайра хутра компьютер умĕнче нумайччен лараççĕ. Вĕсене виртуаллинчен ытларах таврари чăн пурнăç интереслентерет. Малтан арçынсен ĕнесене, тынасене, сыснасене тата ытти выльăх-чĕрлĕхе тăрантармалла, кайран кăна интернетра киленсе ларма пулать. Сакăр çулхи Кирилăн ĕçĕсем халлĕхе сахалрах-ха, анчах вăл та ĕçе вĕренсе ÿсет.


Çемьешĕн çулла – хĕрÿ тапхăр: пахчана тирпейлемелле, утă хатĕрлемелле. Хăйсен техники пурри пулăшать. Ял çыннисем те пуçаруллă кил хуçине пахча сухаласа пама ыйтаççĕ - çак пулăшу та тупăш илсе килет. Макаровсен пысăк çурт. 2008 çулта ялта пĕрремĕшсем пулса вĕсем государство программипе усăланнă, çурт-йĕр туса лартма субсиди илнĕ. Çурт хăпартма тăванĕсем, ял çыннисем пулăшнă. Нумай ачаллă çемье отпуск вăхăтĕнче ниçта та кайса çÿремест, чикĕ леш енчи кану çинчен шухăшламасть те.


Творчество пĕтĕçтерет

Ялти Культура çурчĕ – унччен каланă пек, культура вучахĕ пулса тăрать. Кунта халăх ĕç кунĕсенче те, уявсенче те çÿрет. Зинаида Архипова директор, дипломлă специалист, ял çыннисене пĕрлĕхлĕ пултарулăх коллективне пухма пултарнă. Шкул ачисем кăмăлпах ташă кружокне çÿреççĕ – илемлĕ хусканусем тума вĕренесшĕн. Сцена çине тухма костюмсем пур, енчен те мĕн-тĕр çĕлемелле пулсан, машинка умне директор хăй ларать.


- Пирĕн халăх активлă, уявсене Культура çуртĕнче пĕрле кĕтсе илесшĕн, уйрăмах аслă ăру çыннисем, - тет Зинаида Анатольевна.
Çак çуртрах библиотека вырнаçнă. Унăн фондĕнче – 12 пин издани. ПР тава тивĕçлĕ культура работникĕ Галина Алексеева ертсе пынипе 15 çул тăршшĕне кунта интерессем тăрăх «Кил хуçи арăмĕ» клуб ĕçлет. Унта, тĕпрен илсен, кил хуçи арăмĕсем, пенсионерсем çÿреççĕ.
«Пирĕн алăсем тунсăхлама мар» - вĕсем хăйсене валли çакăн пек девиз шутласа кăларнă. Хĕрарăмсем çыхаççĕ, улах, алăпа тунă изделисен выставкине йĕркелеççĕ, кулинарии рецепчĕсемпе паллаштараççĕ. Вĕсем чăвашсен йăли-йĕркине сыхласа хăварассишĕн тата çĕнĕрен пуçарса ярассишĕн тăрăшаççĕ. 2012 çулта БСТ каналпа пыракан «Орнамент» программăра ÿкерĕннĕ, унта çĕнĕфедоровкăсем çимĕк каçне кĕтсе илнине кăтартнă. Ялти библиотекăсен «Ĕмĕр юратнă тăван ен» пĕтĕм Российăри конкурсĕнче вырăнти йăла-йĕрке çинчен тĕпчев ĕçĕпе çĕнĕфедоровкăсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Елизавета Иванова – активлă кил хуçи арăмĕсенчен пĕри. Ачисем ÿссе çитĕннĕ, пĕччен пурăнать. Унăн çуртĕнчи пÿлĕмсем – тĕрĕ музейĕ пек. Ăна эреш тума килĕшет, çак ĕçе вăл юратса тăвать. Тĕрĕ ăстине заказсем те параççĕ, хăйĕн нумай ĕçне вăл ялйыша, палланă çыннисене парнелет.


- Халĕ магазинра пĕтĕмпех туянма пулать, манăн ĕçсем вара – пĕртен-пĕрре, вĕсенче – манăн чун, - кăтартать вăл хăйĕн ĕçĕсене.


Культура çуртĕнче халĕ Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăпа тĕпрен юсав ирттереççĕ. Çурт тăррине, чÿречесене, алăксене, урайсене, хутса ăшăтмалли системăна улăштарĕç - çавна валли пĕтĕмпе 1200 пин тенкĕ укçа уйăрса панă. Çĕнĕ çула çĕнĕфедоровкăсем илемлĕ çуртра кĕтсе илĕç.


Ачасене садикре хăтлă

Ача садне 34 ача çÿрет, кĕçĕн тата аслă ушкăнсем пур. Анлăлатнă, юсав ирттернĕ хыççăн кунта ачасем валли хăтлă условисем тунă, воспитанниксен шучĕ те ÿснĕ. Кÿршĕллĕ Кивĕ Ибрай ялĕнчен пĕчĕк ачасене кунта кунĕпе пулма илсе килеççĕ, вĕсен шутĕнче тутарсем те, вырăссем те пур. Ачасемшĕн вĕсем мĕнле наци çынни пулни пурпĕрех. Вĕсен хутшăнмалли хăйсен чĕлхи пур. Пирĕнпе, аслисемпе, танлаштарсан, вĕсем туслăха та урăхла йĕркелеççĕ. Ачасенчен нумайăшĕ нумай ачаллă çемьерен. Садикре пĕр ачаллă çемьерен икĕ ача анчах. Районти ытти ялсемпе танлаштарсан, кунта демографипе лару-тăру начар мар. Ибрай ялсовечĕ тăрăх, унта пурĕ 1172 çын пурăнать, кăçалхи тăхăр уйăхра тăхăр ача çуралнă (сăмахран, Тукай, Меселпуç ялсовечĕсенче те çын шучĕ çавăн пекрех, анчах та виçшер ача çеç çуралнă).


- Виçĕмçул 12 выпускник пулчĕ, çитес çулта 10 пулмалла, - палăртрĕ ача сачĕн заведующийĕ Валентина Ефимова. – Пире, воспитательсене, ашшĕ-амăшĕсемпе ĕçлеме çăмăл, хăйсем мероприятисене хутшăнасшăн, тирпей-илем кĕртме пулăшаççĕ.
Ялта çамрăк çемье сахал мар. Вĕсем çур-тйĕр тăваççĕ, мĕншĕн тесен тăван ялĕнче, мăн аслашшĕсемпе юнашар, пурăнасшăн. Кунта çавна валли условисем пур. Ĕçле тата ачасем ÿстер. Анчах та ĕç вырăнĕ çук. Çавăнпа ĕçлеме пултаракан çамрăк арçынсене ĕçлесе илме хăшне Мускава, хăшне "Урожай" СПна е завода кайма тивет.


Чиркÿ мĕн валли, енчен те...

Çичĕ çул каярах Çĕнĕ Федоровка ялĕ çийĕн чан сасси янрама пуçланă. Тĕне ĕненекенсем çак событине тахçантанпа кĕтнĕ. Чиркÿ пур вырăн тивлетлĕ вĕт. Çакă шкулăн унчченхи директорĕ Моисей Петров тата унăн ывăлĕ Владислав (предприниматель, халĕ Украинăра пурăнать) тăрăшнипе пулса тăнă. Халăх айккинче тăрса юлман: чиркÿ тума кашни пултарнă таран укçа-тенкĕ панă. Анчах, вырăнти халăх сăмахĕ тăрăх, халĕ кунта кĕлĕсем сайра, ĕмĕтленнĕ пек кашни эрнере мар, ирттереççĕ. Кĕл тума, çурта лартма, Турăран пулăшу ыйтма тата тунă киревсĕр ĕçсемшĕн ÿкĕнсе каçару ыйтма май çук пулсан, чиркÿ мĕн валли кирлĕ?..


Эпĕ сана вăрман хĕрринче çурт туянса парăп

Фарит тата Насима Губайдуллинсем те - Çĕнĕ Федоровка çыннисем. Кунта вĕсем Салават хулинчен куçса килнĕ.


- Эпир пенсие тухсан пурăнма ял суйласа илнĕ чухне пирĕн виçĕ услови пурччĕ: асфальт, газ тата хурт-хăмăр тытма вăрман хĕрринче ларакан çурт, - каласа парать кил хуçи. – Кунта пире, пенсионерсене, питĕ килĕшет. Халĕ Арслан мăнук та пирĕнпе пурăнать. Майĕпен шкулта чăвашла та вĕренет.
Фарит Хамитович милицинче 20 çул ĕçленĕ, экономикăри преступленисемпе кĕрешекен пай начальникĕ пулнă. Насима Габитовна пĕлĕвĕпе экономист. Виçĕ хĕр ÿстернĕ. Икĕ хĕрĕ Уфара пурăнать, пĕри – Америкăра.


- Вĕсем пирĕн пата килсе çÿреççĕ, пурне те кунта килĕшет. Кунти çынсем ырă, тарават тата пыл хурчĕсем пек ĕçчен теççĕ, - тет кил хуçи арăмĕ.


Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕ журналистсене хисеплет. Çамрăк чухне вăл район хаçачĕсенчен пĕринпе çыхăнса ĕçленĕ, унта унăн фотоÿкерчĕкĕсем тата материалĕсем пичетленнĕ. Ун шучĕпе, следовательпе журналист профессийĕсем пĕрешкел. Иккĕшĕ те тĕрĕс информации шыраса тупаççĕ вĕт.


Çапла, хăшпĕр чухне информаци тупма çăмăл мар. Пирĕн плансенче çынсем халăх сиплевçи тесе калакан кинемисемпе паллашасси те пурччĕ. Вĕсем патне пĕтĕм тавраран пулăшу ыйтса килеççĕ. Пирĕн тĕлпулăва кун каçа сулăнни чарчĕ. Ку тăрăха эпир тата килĕпĕр-ха, пирĕн сире, хисеплĕ вулакансем, каласа памалли тупăнĕ.
Читайте нас: