Эпир пынă кунхине „Мичурина” ООО ĕçченĕсем сĕлĕ акатчĕç, вăл 80 га йышăнать. Юлашки гектарсем тăрса юлнăччĕ.
- Çакă – „Томь-6,3 б” çĕнĕ ака агрегачĕ. Ăна лизингпа туянтăмăр. Тата, каласа хăварас пулать, вăхăтлă. Хăватлă комплекс, пирĕн тракторсемшĕн йывăртарах. Пур техникăна модернизацилесси е ăна çĕнетесси çинчен шухăшламалла пулĕ, – тет хуçалăх руководителĕ Александр Александров. – Кăçал хамăрăн укçапа сеялка туянтăмăр. Виçĕ комбайн пур. Тата тепре туянас пулать... Вăрлăх, удобрени тата çунтармалли-сĕрмелли материал пирки калас пулсан, вĕсене малтанах хатĕрлерĕмĕр.
Мичуринсем ака кампанине май пуçламăшĕнче тытăннă. Кăçал çуркунне питĕ хăвăрт килсе çитрĕ. Нÿрĕк çухатассинчен сыхласа хăварас тесе тăпрана сÿреленĕ, кĕрхи культурăсене – 200 га тулă тата 250 га ыраш – апатлантарнă. Вĕсем хĕл лайăх каçнă. Паянхи кун тĕлне 350 га лаптăк çинче хĕвелçаврăнăш акнă та ĕнтĕ, çавă иртнĕ çулхи шайра пулать.
Паллă ĕнтĕ, вăл таварлăх акинче чи пысăк тупăш паракан культура. Хуçалăхра сахăр кăшманĕ акмалли лаптăка икĕ хута яхăн пысăклатма шут тытнă, вăл халĕ 150 гектар йышăнать. Çакна кунта сахăр хакĕ ÿснипе тата Раевкăри, Чишмери заводсем ĕçлесе хатĕрлес калăпăшсене ÿстернипе ăнлантараççĕ.
- Вăхăт кăтартĕ... Çапла та пулать: укçа хыватăн – тăкак тÿсетĕн, кредита вара тÿлемелле. Стабиллĕх пулсанччĕ, - тет Александр Анатольевич.
Умĕнхи çулсенчи пекех, 100 га пĕр çул ÿсекен курăксем акнă. 230 гектар çине тулă вăрлăхĕ варăнтарнă. Тăпра ăшăнассине кĕтсе, çак культурăпа кăшт кая юлнă. Экспериментран лайăх результат кĕтеççĕ. Урпа валли 290 гектар уйăрнă.
Ака ĕçĕсене хăйсен техникин пилĕк единицине явăçтарнă. Хире Борис Данилов, Владимир Иванов, Николай Быков опытлă механизаторсем тухнă, Сергей Кириллов çамрăк тракторист та аслă наставниксенчен юлмасса тăрăшать.
Хаçатăн çак номерĕ пичетленсе тухнă вăхăта „Мичурина” ОООра çураки вĕçленĕ те пуль. Анчах çĕр ĕçченĕшĕн çивĕч тапхăр малалла пырать. Сĕтел çинче çăкăр пултăр тесен, унăн çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен ĕçлемелле. Халĕ аван кунсем кĕтмелли юлать. Анчах вырăнти халăх вĕсене çумăрсем уйрăмах иртĕхтермеççĕ, айккинчен иртсе каяççĕ тесе ÿпкелешет. Çакă вара, паллах, культурăсен тухăçлăхĕ çинче палăрать.