Аургазă хыпарçи
-3 °С
Облачно
Ял хуçалăхӗ
14 Января 2021, 13:45

„Урожай” – чи лайăх пилĕк хуçалăх хушшинче

Районти выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем республикăра малта пыракансен шутне кĕреççĕ. „Урожай СП” ООО туса илнĕ пĕтĕм сĕт калăпăшĕпе чи лайăх пилĕк хуçалăх шутĕнче.

Добавить в предпочтительные источники Google
Районти хуçалăхсем иртнĕ çулта мăйракаллă шултра выльăх хисепне 109,1 процента ÿстернĕ, сĕт туса илессине чылай хушăнтарнă – пĕтĕм сĕт 31600 тонна пулнă, умĕнхи çулхи шайпа танлаштарсан, 111,6 процент.
„Урожай СП” тата „Урожай МФ” ОООсем пысăк кăтартусем тунă, вĕсенче пĕр ĕнерен сăвăм 9922 кг пулнă, „Салават” ХФХ ОООра – 7206 кг, „Дружба” СПКра – 5572 кг. Ялхуçалăх предприятийĕсем 6345 пăру илнĕ, умĕнхи çулпа танлаштарсан, çавă 271 пуç нумайрах пулать. Кунта „Дружба” СПК малта пырать – 1695 пуç. Мăйракаллă шултра выльăх пуринчен нумайрах
„Урожай СП” ОООра (1509 пуç) тата „Дружба” СПКра (500 пуç) самăртаççĕ.
Читайте нас