Çак кунхине Аургазă çĕрĕ çинче пĕтĕм регионти аграрисем – ял хуçалăх управленийĕсен агрономĕсем тата зоотехникĕсем, интересленекен хуçалăхсен руководителĕсем тата специалисчĕсем – пухăнчĕç. Пандемине пула участниксен шутне чикĕленĕччĕ, 26 районшăн семинар ушкăнсемпе икĕ тапхăрпа иртрĕ.
Ĕçтешĕсемпе хутшăнма ПР Правительствин премьер-министрĕ – республикăн ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов килнĕччĕ.
- Республика аграрийĕсем çывăх çулсенче ялхуçалăх продукцине ыйтасси ÿсессине хатĕр пулмалла, - терĕ вăл. – Пĕр-пĕринпе хутшăнса, регионти, федераллă тата тĕнчери чи лайăх опытпа усăланса кăна тĕллеве пурнăçлама пулать. Эпир паян соя акса ÿстермелли технологине тĕпчесе пĕлĕпĕр, вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ тата йăлана кĕнĕ культурăсемшĕн умĕн акнă лайăх культура пулса тăрать.
Семинара пирĕн республикăн çутçанталăк-климат условийĕсене адаптациленнĕ, генне улăштарман сойăн тата кукурузăн пахалăхлă вăрлăхĕсене акса ÿстерессине сарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Пухăннисем Российăри вăрлăх туса илекен пысăк компанисен – „Кубань” ККЗ ССПК тата „Соко” компанин – сойăн çĕнĕ сорчĕсемпе, кукурузăн гибричĕсемпе тата „Салават” ХФХ ООО никĕсĕнче çак культурăсене акнă анасемпе паллашрĕç. Семинарăн практика пайĕ тÿрех фермер уйĕнче иртрĕ. Кăçалхи çулталăк условийĕсенче çак хуçалăхăн территорийĕнче СК Дока сорт час ĕлкĕрнипе палăрнă. ХФХ руководителĕн Василий Федоровăн сăмахĕпе, пăрçа йышши пахалăхлă çак культура пирĕн район уйĕсенче пуçласа çитĕнет. Тухăçăн пĕр пайне вăрлăха хывĕç, ыттине – шрота.
Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отрасле аталантарма планлать, çавна валли пысăк пахалăхлă апатсем кирлĕ. Кăшт каярах акнă, анчах та вăхăтра пухса илме пултарасса шанаççĕ.
„Соко” компанин агромониторинг енĕпе тĕп специалисчĕ Александр Слухов тата „БашИнком” наукăпа ĕçе хывакан предприяти директорĕн заместителĕ Владислав Сергеев сойăпа кукурузăна çитĕнтермелли технологийĕн уйрăмлăхĕсем çинчен каласа пачĕç, пухăннисен ыйтăвĕсем çине тĕплĕ хуравсем пачĕç.
Кукуруза хирĕнче специалистсем семинар участникĕсене пысăк пахалăхлă выльăх апачĕ туса илмелли хăнăхусем çинчен тата кукуруза пулăшнипе соя чи лайăх культура пулни çинчен - вăл пусă çаврăнăшĕнче тăпра çине лайăх витĕм кÿрет тата тăпра „санитарĕ” пулни паллă ĕнтĕ - каласа пачĕç.
Уй-хир кунĕнче пушкăрт аграрийĕсем нумай çĕннине пĕлчĕç. Семинар выльăх апачĕсем пухса илекен „Кроне” комбайна ĕçре кăтартнипе вĕçленчĕ.