Ял хуçалăх управленийĕн комиссийĕ çак кунсенче „Дружба” СПКна тухса кайнă, унта 3545 пуç мăйракаллă шултра выльăх тата 821 пуç ĕне усраççĕ. Пилĕк сĕт фермине те кирлĕ оборудованипе комплектланă. Ви- тесене тасатнă, дезинфекциленĕ тата шуратнă, лайăх микроклимат тума вĕсенче пухăннă сывлăша туртса илекен вентиляци вырнаçтарса лартнă. Тул картасене юсанă, фермăсен территорийĕсенчи тислĕке турттар- са тухнă. Асавпуçĕнчи ĕне ферминче пăру витин тата пăрулаттармалли уйрăмĕн тăррисене улăштарнă. Дружбăсене выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕл каçмалли тапхăра хатĕр пулнин паспортне панă.