Пирĕн уй-хирсем çийĕн вăрахчен ăмăр çанталăк тăчĕ. Çавна пула ака срокĕсем кăшт куçрĕç. Кĕрхи культурăсене акас ĕç кăçал августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябĕн 20-мĕшĕччен пырĕ. Ăна чи малтан „Урал” СПК çĕр ĕçченĕсем тытăннă. Çитес çул тухăçĕ валли 17 пин гектар кĕрхи тĕштырă культурисем акма планланă.