Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
22 Июлӗн 2020, 18:00

Ĕнесене ăшă пулĕ

Районти хуçалăхсенче витесене юсас ĕç пырать.

Хуçалăхсенчен нумайăшĕ витесене тасатнă тата дезинфекциленĕ. „Друж­ба”, „Урал” СПКсенче, „Газизуллина” тата „Ибрагимов” ХФХсенче тул карта­сене тислĕкрен тасатнă, юсама пуçланă. Чăваш Хурамал ялĕнчи ĕне фермин­че шывпа тивĕçтермелли системăна улăштарнă, апат-çимĕç сĕтелне юсанă. Ку хуçалăхра выльăхсен йышĕ ÿснĕ. Уд­муртинчен илсе килнĕ пушмак пăрусем 107 пуç пăру панă.
Нагадакри ĕне ферминче силос тран­шейи тăвасси малалла пырать, „Урожай” СПра – выльăх-чĕрлĕх комплексĕ. Сул­танмуратри выльăхсене самăртмалли фермăра территорине хÿме тытас ĕçсем пыраççĕ. Кĕркунне кунта ют çĕршыв селекцийĕнчи пысăк тухăçлă 600 тына вырнаçтарĕç.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем вите­сене сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе пĕтерме тата хатĕрлĕх паспорчĕ илме тĕллев лартнă.
Читайте нас: