Аургазă хыпарçи
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
1 Ноябрӗн 2019, 18:13

Ĕç вырăнĕ – уй-хир

Алексей Петров механизаторăн пĕтĕм пурнăçĕ уй-хирпе çыхăннă.

Вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенчех тракторист удостоверенийĕ илнĕ. Çарта служба иртнĕ хыççăн тăван ялне таврăннă, хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Аслă юлташĕсемпе юнашар механизатор ăсталăхне тата тырпул çитĕнтерес ĕçе вĕреннĕ. Вăтăр ытла çул тăршшĕне пысăк опыт пухнă. Ăна мĕнле кăна техникăпа ĕçлеме тÿр килмен: гусеницăллă ДТпа та, кустăрмаллă Беларуспа, ЮМЗпа, тырă пухса илмелли комбайнпа та. Юлашки пилĕк çул ют çĕршывра туса кăларнă выльăх апачĕ хатĕрлекен „Ягуар” комбайнпа ĕçлет.

- Паллах, ку техникăна киввипе танлаштарма çук. Кабинăра таса, хăтлă. Кондиционер, магнитола пур, - палăртать вăл. – Кĕскен каласан, ĕçлеме мĕнпур услови тунă.
- Алексей Демьянович шанчăклă работник, пысăк шайри профессионал. Çак сезонра сенаж, силос валли 1100 ытла гектар çинчен выльăх апачĕлĕх культурăсем пухса илчĕ, - тет „Дружба” СПК председателĕ З. Максютов. - Ĕçе чунтан тăрăшса тăвать, хушнине итлекен çын.
Ăна ял çыннисем те хисеплеççĕ. Вăл пулăшассине пĕлсе, час-часах ун патне тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ. Килĕнче те вăл чăн-чăн хуçа, ылтăн алăллă арçын. Арăмĕ те, Наталия, юнашар. Вăл Шланлăри ĕне ферминче лаборант пулса ĕçлет. Аслă классенче вĕренекен икĕ ывăлне ĕçе тата çынна хисеплеме вĕрентсе ÿстереççĕ.
В. АЛЕКСЕЕВ.
Читайте нас: