Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
1 Ноябрӗн 2019, 18:36

Ĕнене ăнланма пĕлмелле...

Светлана Кириллова Нагадакри ĕне ферминче доярка пулса вунă çул ытла ĕçлет.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре нумай япала хаклă тăракан оборудованинчен тата пысăк ăратлă выльăхран çеç мар, вĕсене тимлĕ пăхакан çынсенчен те килет. Çитменнине тата, çирĕп кун йĕркине кашни тÿсме пултараймасть: тул çутăличчен кайса тата хĕвел анса ларнă хыççăн таврăнса, кунăн пысăкрах пайне фермăра ирттермелле. Çавăнпа кунта, тĕпрен илсен, ĕçе чăннипе чунтан иленнисем ĕслеççĕ. Ĕне сăвасси Светлана Николаевнăшăн тахçанах ĕнтĕ автоматла, çав вăхăтрах творчествăллă процеса çаврăннă. Вĕсем вара унăн 52 пуç.
- Ĕне – робот мар, вăл хăйне ăнланнине е сиввĕнрех пăхнине пĕтĕмпех сисет. Çынсем пекех, вăл çепĕç сăмах юратать. Çакăнсăр пуçне, унăн çиллине çума тата шăлса типĕтме, массаж тума пĕлмелле. Çак процедурăсем ансат, анчах вĕсем кирлех. Пĕр енчен, çавсене тума санитари нормисем хушаççĕ, тепĕр енчен – сумалли процеса ĕне çăмăллăн кĕме тивĕçлĕ, - ăнлантарса парать доярка хăйĕн ĕç вăрттăнлăхĕсене.
Тата тислĕк тасатмалла, апат памалла, вараланнă ĕнесене тасатмалла, сумалли аппарата хатĕрлемелле – пĕр сăмахпа, ĕçлемелле, ĕçлемелле тата ĕçлемелле. Кашни кун, дояркăсем вара канмалли кунсемсĕр тата уявсемсĕр ĕçлеççĕ, ирхи тăватă сехете фермăна çитмелле, пилĕк сехетре ĕнесене сума тытăнаççĕ. Кăнтăрлахи виçĕ сехетрен пуçласа тăваттăччен ĕнесене уçăлма кăлараççĕ, пÿлмексене тасатаççĕ, каçхи пиллĕкре вара вĕсене каллех сумалла.
С. Кириллова кăçалхи вунă уйăх хушшинче кашни ĕнерен 9250 килограмм сĕт суса илнĕ. Çак кунсенче кашни ĕнерен сăвăм 18 литр таран пулать.
Руководительсем тата коллектив вăл ĕçчен, тирпейлĕ, тăрăшуллă тата хастар пулнине палăртаççĕ. Нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна пĕрре мар грамотăсемпе наградăланă тата премисемпе хавхалантарнă.
Светлана Николаевна урăх ĕç çинчен шухăшлама та пултараймасть. Вăл хăйĕн ĕçне, ялне тата чунтан иленнĕ фермăна юратать.
В. ЕВДОКИМОВ.
Читайте нас: