Пушкăртстанри Уфа, Салават, Стерлитамак районĕсенче çынсем паллă мар чĕрчун вĕсен çĕрулмине пĕтĕмпех пĕтернипе тĕл пулнă. Çĕрулми аврисем вырăнтах лараççĕ, çĕр ăшĕнче çеç пысăк шăтăксем. Улма тымарĕсем кăна юлнă, çĕрулми пĕрре те çук...
Çакăн пек тĕслĕхре мĕн тумалла-ха?!
Чĕрчуна тытас тесе кил хуçисем капкăн лартнă. Тĕлĕнтермĕш чĕрчун чăн та унта çакланнă. Вăл арланăн пĕр тĕсĕ – карбыш пулса тухнă.
Мĕнле чĕрчун-ха вăл карбыш?
Çитĕннĕ чĕрчун 34 см вăрăмăш, хÿри - 8 см, вăтамран 700 г таять. Вăл пĕтĕмпех хытă кĕске çăмпа витĕннĕ. Хăмăр тĕсрен пуçласа йăм хура таран пулма пултарать.Хăлхисем кĕске, ури тупанĕсем сарлака, пÿрнисем çинче чĕрнисем курăнса тăраççĕ.
Арлан тискер тата усал. Агрессивлă та тесе калама пулать. Ăна тытма хăтлансан – вăл сиксе ÿксе çыртать. Вăл çыртни çыншăн та, килти чĕрчуншăн та хăрушлăхлă, мĕншĕн тесен вĕсем сывлăхшăн хăрушлăхлă пулса тăракан 30 ытла чире сараççĕ.
Карбыш пĕтĕмпех çиет: курăк, тырă, пăрçа культурисене, сухансемпе тымарсене те. Хĕллене 15 кг таран апат хатĕрлет. Хĕлле çывăрмасть, 20 градус сивĕре те йăвинчен тухма пултарать.
Çуллахи шăрăха юратмасть, шыв-шура юратать. Йăлăм çеремсене тата нÿрĕк пур çĕр участокĕсене кăмăллать. Тăтăшрах тĕрлĕрен культура çитĕнтерекен çĕр участокĕсенче, парксенче, рис анинче, садсенче, пахчасенче тата вăрман тăрăхĕсенче пурăнать.
Çĕрле кăна тухать хăйĕн йăвинчен. Хĕллене валли культурăсене арлан тĕсне пăхса уйăрса хурать. Вăл çынран хăрамасть, час-часах çынсем пурăнакан çуртсен çывăхĕнче йăва тăвать. Çулталăкне виçĕ хутчен çуралать, кашнинче 8-15-шер çура пулать.
Тÿрех мерăсем йышăнмасан вăл пахчара нимĕн те хăвармасть. Карбыш шăтăкне тарăн тата кăткăс (8 м яхăн вăрăмăш, 1,5 м яхăн тарăнăш) чавать.
Пахчара вăл çамрăк калчасен тымарĕсене çининчен пуçласа кавăн, купăста, кăшман, сухан, ыхра, патиссон, çĕрулми, ялхуçалăх культурисем таран пĕтĕмпех çисе ярать, хăйне валли хĕллене запас тăвать. Улма-çырла йывăççисене те пĕтĕмпех пĕтерме пултарать, вĕсен хуппине кăшлать.
Кăшлакан чĕрчуна пĕтерме темиçе меслет пур:
1. Арлан шăтăкне шыв ямалла. Чĕрчун çапла майпа çиеле тухĕ. Анчах та унăн шăтăкĕнчен тухмалли темиçе çул пулма пултарать, ăна курмасăр юлма пулать.
2. Хими хатĕрĕсем - наркăмăшсем пулăшма пултараççĕ: „Шторм”, Клерат”, „Килрат”, „Варат”, „Морторат”, „Финал” тата ытти. Ун шăтăкĕпе юнашар наркăмăшланă апат хумалла, вăхăт-вăхăт ăна сĕтемелле.
3. Йытă е кушак пулăшма пултараççĕ.
4. Ультрасасăллă хăратакан хатĕр.
5. Капкăн лартса тытма пулать.
Енчен те каласа тухнă меслетсенчен пĕри те пулăшмарĕ пулсан, вăхăтлăха çĕр участокĕнче нимĕн те ан акăр: çимелли пулмасан чĕрчун хăех пăрахса каять.