Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
12 Сентябрӗн 2019, 18:28

Пылак тухăçшăн кĕрешÿ

„Салават” ХФХ ĕçченĕсем сахăр кăшманĕ кăларма пуçланă.

Çанталăк лайăхлансанах кăшман ÿстерекенсем уй-хире тухнă. Тымарçимĕçсен плантацийĕсенче двигательсен сасси эрне тăршшĕпех шăпланмасть.
Кăçалхи кампанинче хуçалăхра çĕнĕ машина ĕçлеме пуçланă. Нумай та пулмасть салаватсем нимĕçсем туса кăларнă кăшман пухса илмелли техника туяннă. Унпа пылак çимĕçе грузовиксем çине тиеççĕ. Ют çĕршывра туса кăларнă тепĕр техникăпа кăшман кăлараççĕ. ХФХра унпалан пиллĕкмĕш çул ĕçлеççĕ.
- Тĕпрен илсен, пирĕн техника хамăр çĕршывра туса кăларни. Кăшман кăларса пухакан çак техника тата икĕ машина çеç ют çĕршывăн. Халлĕхе пирĕн çĕршыври туса кăларакансем тивĕçлĕ аналогсем сĕнме пултараймаççĕ. Кусем вара начар мар ĕçлеççĕ. Кунне 18-20 гектар çинчен пухса илетпĕр, - каласа парать хуçалăх руководителĕ Василий Федоров.
Хуçалăхăн мĕнпе мăнаçланмалли пур. 2013 тата 2014 çулсенче кăшман çитĕнтерекен чи лайăх хуçалăхсен конкурсĕнче пĕрремĕш тата иккĕмĕш степень дипломсем илнĕ. Пĕлтĕр республикăра пĕрремĕшсем пулса тăнă, „ПР кăшман çитĕнтерекен чи лайăх хуçалăх” диплома тивĕçнĕ.
Кăçал тухăç кăшман ÿстерекенсене савăнтарать. Пĕр гектартан 440-шер ц илеççĕ. Погрузчик патĕнче КамАЗсем вĕçĕмсĕр пĕр-пĕрне улăштарса тăраççĕ. Тымарçимĕçсене тÿрех Мелеуз хулинчи сахăр заводне турттараççĕ.
Хуçалăхра ытти ĕçсем те пыраççĕ. Çак кунсенче тĕштырăсем пухса кĕртес ĕç вĕçленĕ. Юлашки гектарсем юлнă. Кăçал пĕр гектартан 37 центнер тухăç илнĕ. Механизаторсем çĕртме сухалаççĕ, кĕрхи культурăсем акаççĕ. Черетре – кукуруза тата хĕвелçаврăнăш пухса илесси.
А. ВЛАДИМИРОВ.
Читайте нас: