Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
29 Августӑн 2019, 13:46

Хĕл тапхăрне хатĕр-и?

Районти выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсемшĕн яваплă вăхăт пуçланнă.

Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче витесем выльăхсене хĕл каçарма хатĕрленмелли яваплă вăхăт пуçланнă.
Августăн 26-мĕшĕнче ятарлă комисси выльăх-чĕрлĕх витисем хĕл тапхăрне хатĕр пулнине тĕрĕслеме пуçланă.
Районĕпе мăйракаллă шултра выльăх тытмалли 23 ферма ĕçлет, вĕсенче 66 вите, пурĕ 12785 пуç выльăх тытаççĕ.
Комисси тĕрĕсленĕ пĕрремĕш хуçалăх „Дружба” СПК пулнă. Унта 3479 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, çав шутра 821 ĕне тата 307 лаша.
Ял хуçалăх управленийĕн комиссийĕ „Дружба” СПКн выльăх-чĕрлĕх объекчĕсем выльăхсене хĕллехи вăхăтра кăкарса тытмалли тапхăра хатĕр пулнине çирĕплетсе панă, хуçалăха хатĕрлĕх паспорчĕ панă.
Августăн 28-мĕшĕнче комисси „Салават” ОООра выльăх-чĕрлĕх витисене тĕрĕсленĕ. Кунта паянхи кун тĕлне 1414 пуç выльăх тытаççĕ, çав шутра 469 ĕне тата 80 пуç лаша.
Комисси ку хуçалăх та 2019-2020 çулсенчи выльăхсен хĕл тапхăрне хатĕр тесе йышăннă.
Читайте нас: