Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
26 Августӑн 2019, 11:45

Пĕрремĕш вырăна тухасшăн

Пушкăртстан сĕт туса илес енĕпе Российăра мала тухасшăн.

Пирĕн республика сĕт туса илес енĕпе Российăра малта пыракан регионсенчен пĕри. Иртнĕ çулăн итогĕсем тăрăх республикăра 1,65 млн тонна сĕт туса илнĕ, вĕсенчен 765 пин т сутлăх. Çакă Тутарстан хыççăн çĕршывра иккĕмĕш кăтарту. 1,2 млн т сĕте ĕçлесе хатĕрлеме яраççĕ.
Пушкăртстан Правительствин премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов „Сĕтлĕ çĕршыв” фестиваль йĕркипе иртнĕ ĕçлĕ ирхи апат вăхăтĕнче республика сĕт туса илес енĕпе Российăра мала тухасси çинчен пĕлтернĕ. Халĕ республикăра тăхăр питĕ пысăк ферма тăваççĕ. Хуçалăхсем кăçал сакăр пин тына туянĕç, вĕсенчен вăрах та мар вăхăтран 74 пин т сĕт суса илĕç.
- Иртнĕ çур çулта эпир инвестицисем енĕпе, статистикăпа та, факт тăрăх та малалла пысăк куçăм турăмăр. Енчен те унччен 200-300 пуç ĕне валли ферма тунă пулсан, паянхи кун 2800 пуç ĕне валли комплекссемпе мегафермăсем тăватпăр. Кунта сĕт туса илессине йăлари советсен вăхăтĕнчи 14 фермăпа танлаштарма пулать. Бизнеспа инвесторсем валли эпир мĕнпур услови туса паратпăр, государство та укçа-тенкĕ парать, - тенĕ Ильшат Фазрахманов.
Читайте нас: