Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
20 Августӑн 2019, 14:04

Тухăç начар мар, анчах ытларах та пулма пултарнă...

Çанталăк лайăхлансанах „Дружба” СПК комбайнерĕсем икĕ хут ытларах вăй хурса ĕççине тытăннă.

Кăçалхи ĕççи вăхăтĕнче дружбăсен пилĕк пин гектар çинчен тĕштырă культурисем пухса илмелле пулать, вĕсенчен икĕ пинĕ – кĕрхи тулă тата ыраш, 1300 – урпа тата çурхи тырă, 1400 – хуратул, ытти – рапс. Паянхи кун тĕлне лаптăксен 30 проценчĕ чухлĕ пухса илнĕ, вăтам тухăç пĕр гектартан 28 центнер пулнă. Хуçалăхра тĕштырă пухакан çичĕ комбайн - „Акрос” тата „Полесье” - пур.
- Комбайнерсем кунĕпе ĕçлеççĕ, - каласа парать хуçалăхăн главнăй агрономĕ Руслан Абдуллин. – Коллектив туслă ĕçлет. Шанчăклă ачасем. Икĕ хутчен вĕри апат çиессине йĕркеленĕ. Тухăç начар мар, анчах ытларах та пулма пултарĕччĕ. Июльте 800 гектара яхăн кĕрхи тата çурхи тулла пăр çапрĕ. Ĕнер хуçалăхра кĕрхи тырăсем акма пуçларăмăр. Вĕсене 2095 гектар лаптăк çинче акмалла пулать. Пĕр вăхăтрах çĕртме сухалатпăр, улăм преслатпăр. Çĕртме сухаланă çĕрте „Бюллер” хăватлă тракторсемпе тăватă агрегат ĕçлет, улăма ултă пресс- подборщик пухать. Хуçалăхри виçĕ тырă йĕтемĕ тата тырă типĕтекен комплекс кăлтăксемсĕр ĕçлеççĕ. Вĕсене малтанах ĕçе тĕплĕн хатĕрленĕ. Пур складсене тырă хуратпăр, çынсем хăйсен пайĕсене илеççĕ.
Хуçалăхра пулса курса, эпир ĕççи тулли вăйпа пынине куртăмăр, мĕнпур çĕрте ĕç вĕресе тăрать. Кунта ĕçлеме юратаççĕ тата пĕлеççĕ.
В. АЛЕКСЕЕВ.
Читайте нас: