Пĕтĕм Российăри инвестакатуй йĕркипе ПР Правительствин вице-премьерĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов тата „Красная Башкирия” СПК председателĕ Раиль Фахрисламов Абзелил районĕнче 800 пуç выльăх шăнăçакан роботизациленĕ ĕне ферми тăвасси çинчен инвестици килĕшĕвне алă пуснă.
Енчен те пуçару проекчĕ ăнăçлă пулсан, пĕтĕм республикипе роботизациленĕ фермăсем тума пуçлĕç. Витесене ĕне сăвакан роботсемпе, сĕт сивĕтекен оборудованипе, вентиляци тата хупса усрамалли оборудованипе, выльăх апачĕсене куçаракан, тислĕк тасатакан роботсемпе тивĕçтерĕç. Халĕ роботсене кÿрсе килнĕ, йĕркелесе лартас ĕçсем пыраççĕ.