- Ялхуçалăх ĕçченĕсем хушшинчи ăмăртусене тăватă номинаци тăрăх ирттеретпĕр: „Тĕштырă комбайнĕсен чи лайăх операторĕсем”, „Хăй çÿрекен косилкăсен чи лайăх операторĕсем”, „Вырмара çăк турттаракан автомобильсен чи лайăх водителĕсем” тата „Кĕрхи çĕртме тăвакан чи лайăх механизаторсем”. Кăтартусене кашни кун республикăн Ял хуçалăх министерствине тăрататпăр, - каласа пачĕ ял хуçалăх управленийĕн тĕп специалисчĕ Ляйсан Кидрасова.
Тухăçа пухса кĕртнĕ тата итогсем тунă хыççăн комбайнерсене тата механизаторсене наградăлĕç. Рекордлă кăтартусем тăвакансем республика конкурсĕн призне – хамăр çĕршывра туса кăларнă внедорожник – илессине шанса тăма пултараççĕ.
Аса илтеретпĕр, 2016 çулта „Урожай” СП механизаторĕ Ринат Магданов „Нива” автомобиль илсе, çак конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă.