Фидлот (е самăртмалли площадка) валли выльăх-чĕрлĕх витине кăçал çуркунне тума пуçланă. Реконструкциленĕ хыççăн площадкăна хăйне иртнĕ çулта ĕçе кĕртнĕ („Аургазă хыпарçи” çавăн çинчен 2018 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнчи 86-мĕш номерте пичетлесе кăларнăччĕ). Икĕ корпус çумне тата тепре хушăннă. Кунта бетон никĕс хывнă, стенасем хăпартнă, тĕрек колоннисене вырнаçтарнă та ĕнтĕ.
- Шыв пăрăхĕ тата çутă ирттертĕмĕр. Вите тăррине монтажламалли, чÿрече блокĕсем тата алăксем лартмалли çеç юлнă. Кунта, ытти корпуссенчи пекех, пăрусем усрама планлатпăр. Çитĕнсе тата вăйланса çитсен вĕсене уçă сывлăша куçарăпăр, - каласа парать площадка заведующйĕ Ришат Хасанов.
Иртнĕ хĕл тапхăрне вăкăрсем лайăх тÿссе ирттернĕ, ÿт стабиллĕ хушса пынă. Самăртнă выльăха Оренбург облаçĕнчи аш-какай комбинатне панă. Халĕ площадкăра 1100 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсене кунта хуçалăхăн Ишлĕри тата Кивĕ Абсалямри ĕне комплексĕсенчен куçараççĕ. Вĕсен йышне 1800 пуç таран пысăклатма планлаççĕ. Çĕнĕ корпуса туса пĕтермелли çеç юлнă.
Уçă сывлăшра пурăнма хăвăртрах хăнăхчăр тесе, илсе килмелли йыш валли çĕнĕ корпусран инçе те мар пăрусене уçăлтармалли карта тăваççĕ.
Çĕнĕ объекта ĕçе кĕртнĕ хыççăн çĕнĕ пилĕк ĕç вырăнĕ пулса тăрĕ. Халĕ, строительствăсăр пуçне, фидлот работникĕсем кивĕ корпуссенчен пĕрин тăррине юсаççĕ тата витесене хĕл тапхăрне хатĕрлеççĕ – дезинфекци ирттереççĕ, стенасене шуратаççĕ.