Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
30 Июлӗн 2019, 12:46

Хирсенче дронсем ĕçлĕç, фермăсенче – роботсем

Пушкăртстанри 12 район представителĕсем республикăри „Уй-хир кунĕ” зона семинарĕнче техника çĕнĕлĕхĕсемпе, ялхуçалăх техникин хальхи тĕсĕсемпе паллашрĕç тата тырпул пухса кĕртес кампанийĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.

Сулмаклă мероприяти Аургазă тата Гафури районĕсен чиккинче иртрĕ. Администраци пуçлăхĕ Зуфар Идрисов ертсе пыракан пирĕн район делегацине ялхуçалăх предприятийĕсен руководителĕсем тата специалисчĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем тăратрĕç.


Семинар аграрисемшĕн чăн-чăн уява çаврăнчĕ, кăштах акатуй пек те пулчĕ. Гафури районĕнчи „Восход СТ” агропредприяти хирĕнче чăн-чăн „хула” туса лартнă. Сцена çинче вырăнти артистсем юрларĕç. Хăнасене кукăль- булкăпа тата ĕçмесемпе сăйларĕç. Семинар участникĕсене юрттăсенче тата палаткăсенче ялхуçалăх машинисен пысăк дилерĕсен, удобренисем тата ÿсентăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсем туса кăларакансен, республикăри ялхуçалăх вĕренÿ заведенийĕсен представителĕсем кĕтсе илчĕç.
Пĕтĕм хир тăрăх чи çĕнĕ техника тĕсĕсем – комбайнсем, тракторсем, хăй çÿрекен косилкăсем – вырнаçса тухнă. Кăмăл тăвакан кирек хăш çын та машинăн техникауйрăмлăхĕсене пĕлме çеç мар, туянма тÿрех договор тума та пултарчĕ.
- Тĕссен пысăкрах пайĕ – хамăр çĕршывра туса кăларнă машинăсем. Импорт техника, паллах, лайăх, анчах çак сферăра хамăр çĕршыври туса кăларакансен прогресĕ те савăнтарать. Халĕ Российăри машиностроительсем кирек хăш сферăра та аграрисем ыйтнине тивĕçтерме пултараççĕ, - терĕ семинар участникĕсенчен пĕри, ял хуçалăх управленийĕн главнăй инженерĕ Юрий Николаев.
Хăнасене хăйне евĕрлĕ аппаратсемпе те паллаштарчĕç. Тĕслĕхрен, пысăк мар ĕне фермисем валли роботсем. Çав шутра – сĕт сăвакан роботсем, апат валеçекен роботсем тата тислĕк кăларакан роботсем те. Фермăсене çакăн пек хатĕрсемпе комплекслă тивĕçтерни çынна чи сахал хутшăнтарнипе пĕтĕмпе автоматизациленĕ производство йĕркелеме май парать.
Участниксене вĕçев аппарачĕсем интереслентерчĕç. Радиусĕпе вунпилĕк километр таран территорине вĕçсе çаврăнакан квадрокоптер-дронсем агрономсенчен нумайăшне килĕшрĕç. Çакăн пек хатĕрпе ĕç вырăнĕнчен тухмасăрах уй-хирсене сăнаса тăма пулать. Аппарат автоматла йĕркепе фото тата видео ÿкерме пултарать, кирлĕ даннăйсене ярса парать. Квадрокоптерсем мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕç. Ятарлă шлем тăхăннă тата управлени пультне тытнă оператор дрон мĕнле вĕçме пултарнине кăтартрĕ.
Ятарлă полигонра ялхуçалăх агрегачĕсем – опрыскивательсем, сÿресем, плугсем тата ытти – мĕнле ĕçленине кăтартрĕç. Республикăра çĕнĕ тухăç пухса кĕртес ĕçе символлă старт парса, Гафури районĕнчи хуçалăх хирĕпе тĕштырă комбайнĕсем иртсе тухрĕç.

Андрей ВОРОНЦОВ.


Читайте нас: