Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
26 Июлӗн 2019, 13:43

Çĕр ĕçченĕ, ĕçÿ ăнăçлă пултăр!

Районта тырпул пухса кĕртес ĕç пуçланнă.

„Урал” СПК çĕр ĕченĕсем ĕççине малтисенчен пĕрисем пулса тытăннă. Хуçалăх çеçенхир зонинче вырнаçнă, çавăнпа ака тата вырма кунта ытти ялхуçалăх предприятийĕсенчинчен мала-рах пуçланать.
Ыраш хирĕсенче ĕç хĕрсе пырать. Петр Киясов механизатор пучахсене „Полесье” комбайнпа тикĕс ретсене хывать.
- Ĕççине маларах пуçлама планланăччĕ, анчах эрне пуçламăшĕнче çумăр çурĕ. Уяртсан тÿрех хире тухрăмăр. Ĕç кал-кал пырать, техника шанчăклă – комбайна виçĕмçул туяннăччĕ. Иртнĕ çулта вара - ун çумне çаклатмалли жатка. Вăл 7 метр сарлакăш çулса пырать. Çак хире – 40 га – каç пуличчен ĕçлесе пĕтерме тивĕçлĕ. Унтан çĕнĕ пусса куçăп, - каласа парать вăл.
Тырпула уйрăм мелпе пуçтарса кĕртеççĕ. Пĕр-икĕ кунран, тырă типсен, паккуссене подборщик-комбайнсем пухса илĕç. Çак технологи ĕççине кĕскерех вăхăтра вĕçлеме май парать. Хуçалăхра тĕштырă культурисене пурĕ 2100 га лаптăк çинчен пухса илмелле, çав шутра 690 га – кĕрхи культурăсем.


Çывăх кунсенче ытти хуçалăхсем те вырмана тухĕç. Çĕнĕ тухăçа йышăнма тырă йĕтемĕсене йĕркене кĕртеççĕ, склад пÿлĕмĕсене хатĕрлеççĕ. Районти аграрисен 44524 га лаптăк çинчен тырпул пухса кĕртмелле пулать. Ял хуçалăх управленийĕн даннăйĕсемпе хальхи вырма кампанине 105 комбайн, çаклатмалли 25 тата хăй тĕллĕн çÿрекен 4 косилка, çăк турттаракан 100 автомобиль, тырă турттармалли прицеппа 70 ытла трактор хутшăнĕ.

Андрей ВОРОНЦОВ.


Читайте нас: