Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
23 Июлӗн 2019, 14:19

Хими вырăнне биологи

«Салават» ХФХра инноваци технологийĕсем тăрăх республика семинарĕ иртрĕ.

Мероприятие йĕркелекенĕ „БашИнком” пулса тăчĕ. Вăл – наука çĕнĕлĕхĕсене ĕçе кĕртекен Российăра тата чикĕ леш енче паллă предприяти, удобренисем туса кăларас енĕпе специализациленнĕ. Агрономсем хушшинче популярлă пулса тăнă „Фитоспорин” тата „ГУМИ” серине шăпах вăл туса кăларать.
Директор заместителĕ Владислав Сергеев 50 ытла препарат тăратрĕ, предприяти ĕçĕ çинчен каласа пачĕ. Унăн çул-йĕрĕсенчен пĕри – стреса хирĕçле пысăк тухăçлă çĕрĕçĕ, урăхла каласан, ялхуçалăх культурисем акса ÿстерме çĕнĕ биопрепаратсем хатĕрлесси, туса кăларасси тата ĕçе кĕртесси.


ПР ял хуçалăх министрĕн заместителĕн Ляля Давлетбаеван сăмахĕ тăрăх, республикăра ял хуçалăхне аталантарма 5 млрд тенке яхăн, удобренисем, элита вăрлăх тата ялхуçалăх техники туянма - 600 млн тенкĕ уйăрса панине палăртрĕç. Вăл ялхуçалăх ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ: çурхи, тĕштырă культурисене ĕçлесе тухнă, сахăр кăшманĕн калчисене сăтăрçăсене хирĕç ĕçлесе тухасси пырать. Выльăх апачĕ хатĕрлессине (320 пин га) халлĕхе планран 30% пурнăçланă. Техникăн 3660 единицине хатĕрленĕ. СПоКсене пулăшу пама документсем йышăнасси пуçланать.
- Халĕ чи кирли – тухăçа пухса кĕртме хатĕрленесси. Çак ĕçре кăçал пысăк технологисем пулăшĕç, пире вĕсемпе тивĕçтернĕ, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов. Вăл хăйĕн сăмахĕнче уйрăм хушма хуçалăхсем хресчен-фермер хуçалăхĕсем йĕркелемелли кирлĕлĕх çинчен каларĕ, çакă тупăшлăрах налог бази тата субсидисем парĕ.
- Тухăçшăн чун савăнать, - терĕ Пушкăрт ял хуçалăх наука тĕпчев институчĕн директорĕ Ильдар Чанышев. - Пĕр гектартан 40 центнертан кем мар тулă пухса илме пултаратпăр. Эпир тунă тĕштырă культурисен сорчĕсем пахалăхлă. Ятарлă препаратсемпе усăланса лайăх тухăç илме пулать. Эпир аккредитациленнĕ, çак препаратсене тĕрĕслесе пăхма право пур.
Пушкăрт ял хуçалăх наука тĕпчев институчĕн директорĕ хуçалăхсенчен ытларахăшĕнчи тăпра хирсене ĕçлесе тухнă чухне усă куракан химикатсемпе наркăмăшланнине палăртрĕ, çавăнпа ĕçе çутçанталăкшăн сиенлĕ веществосемсĕр пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ.


„Салават” ХФХ руководителĕ Василий Федоров çĕрĕçне актуализацилемелли, пестицидсен витĕмне чакармалли, çутçанталăкăн иммун системине пулăшмалли çинчен пĕлтерчĕ. Инсектицидсене пула 5 млрд гектар тăпра наркăмăшланнă, унра микроорганизмсем нумай пулсан çеç ăна сывă лару-тăрăва çитерме пулать.

- Малашлăх – биологинче, - терĕ Василий Иванович.
Семинар участникĕсем биопрепаратсемпе усăланса çитĕнтернĕ пăрçа, сахăр кăшманĕн, кĕрхи тулă тата хĕвелçаврăнăш хирĕсенче пулса курчĕç. Канашлăва Оренбург, Казахстан, Узбекистан делегацийĕсем хутшăнчĕç.

Ксения СКВОРЦОВА.

Читайте нас: