Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
19 Июлӗн 2019, 14:44

Çырла пуракĕ

Уфара июлĕн 20-мĕшĕнче кăçал пуçласа „Ягодное лукошко” ярмарка иртĕ.

Çитес шăматкун, июлĕн 20-мĕшĕнче, Уфара кăçал пуçласа „Ягодное лукошко” ярмарка иртĕ. Çырласен çулленхи сезонлă суту-илĕвĕ Спорт керменĕ умĕнчи площадьре (Р.Зорге урамĕ, 41) иртĕ.
Хула администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, унта хутшăнма улма-çырла ÿстерекен питомниксене, фермер хуçалăхĕсене, уйрăм хушма хуçалăхсен хуçисене чĕнеççĕ. Ярмаркăра çаплах реализацилемелли уйрăм условисене ыйтман ялхуçалăх продукцине сутма пулать. Аш-какай, какай продукчĕсем тата сĕт-çу изделийĕсем сутма чараççĕ.
Ярмарка 10.00-16.00 сехетсенче ĕçлĕ.
Читайте нас: