Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
16 Июлӗн 2019, 11:58

Хурт-хăмăр ăстисене маларах пĕлтернĕ-и?

Хирсене хими меслечĕпе ĕçлесе тухнине пула вĕсен утарĕсем шар курнă тата хурчĕсем вилнĕ пирки хурт-хăмăр ăстисем суда пама пултараççĕ.

Çакăн çинчен Пушкăртстанри хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç тата апитерапин наука-тĕпчев центрĕн генеральнăй директорĕ Амир Ишемгулов пĕлтернĕ.


Аса илтеретпĕр, Пушкăртстанăн Бижбуляк, Иглино, Ермекей, Уфа, Стерлитамак, Илиш, Мияки районĕсенче пыл паракан ÿсентăрансем акнă хирсене пестицидсемпе ĕçлесе тухнă хыççăн хуртсем вилнĕ. „Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç çинчен законпа килĕшÿллĕн, фермерсем тата ытти ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсем хирсенчен пилĕк километр радиусра вырнаçнă утарсен хуçисене мĕнпур çыхăну çулĕсем урлă пестицидсемпе ĕçлесе тухиччен пилĕк кун маларах пĕлтерме тивĕçлĕ. Хурт-хăмăр ăстисем вара мерăсем йышăнмалла – е вĕллесене ĕçлесе тухмалли зонăран турттарса каймалла, е çак тапхăра вĕлле шăтăкĕсене хупса хумалла, çавна шăрăх вăхăтра ниепле те тума çук. Хурт-хăмăр ăстисем пĕлтерÿсем илменни тата пыл паракан ÿсентăрансене ĕçлесе тухассине пĕлменни çинчен информаци пур”, - каласа панă Амир Ишемгулов. Хурт-хăмăр ăстисен халĕ вилнĕ хуртсене пухса илмелле те тĕпчесе пĕлме Россельхознадзор лабораторине илсе каймалла, хуртсем хими меслечĕпе ĕçлесе тухнине пула вилнине çирĕплетсе парсан, хурт-хăмăр ăстисем фермерсенчен компенсаци илме шанса тăма пултараççĕ. Кăçалхи сезонра пĕр хурт çемйин хакĕ сакăр - вунă пин тенкĕ. Амир Ишемгуловăн сăмахĕ тăрăх, Пушкăртстанра хирсене нумайрах та нумайрах рапс (çу ÿсентăранĕ) акаççĕ. Вăл - пыл паракан ÿсентăран, хуртсем унăн çеçкисем çинчи нектара хаваспа пухаççĕ. Туса илмелли технологи тăрăх рапс хирĕсене вегетаци тапхăрĕнче пестицидсемпе тăватă хутран кем мар ĕçлесе тухаççĕ. Çитменнине тата, 30 кун тăршшĕне витĕм кÿрекен препаратсем те пур, хурт вĕсем витĕм кÿнипе те вилет.


Башинформ.
Читайте нас: